Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿскелте клуб пулать

28 мая 2016 г.

Тÿскелте клуб пулать

Хальхи вăхăтра 228 хуçалăх шутланса тăракан тата 600 ытла çын пурăнакан Тÿскел ялĕнче  паянхи кун ыйтăвне туллин тивĕçтерекен нумай функциллĕ культура центрĕн çуртне тума тытăннă.

Ĕлĕкхи йывăçран хăпартнă клуб кивелнĕ анчах мар, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене те тивĕçтермен. Çакна шута илсе ăна 2009 çулта пăсма тивнĕ. Апла пулин те кунта культура пурнăçĕ чарăнса ларман. Тÿскелĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче районта, республикăра ят-сум çĕнсе илнĕ «Шуçăм» вокалпа инструментсен ансамблĕ пулнине асра тытса, пуçаруллă çынсем тăрăшнипе пултарулăх ушкăнне йĕркеленĕ. Ăна та «Шуçăм» ят панă. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ коллектив хальхи вăхăтра район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕрен мероприятисене пысăк хастарлăхпа хутшăнать. Куракансем  те вĕсен пултарулăхне пысăка хурса хаклаççĕ.

120 çын вырнаçмалли нумай фунциллĕ культура центрĕн çуртне «Мира» ООО строительсен организацийĕ хăпартать. Çак ĕçе ырă кун - майăн 24-мĕшĕнче - славян халăхĕсене вĕрентсе çутта кăларнă Апостолсемпе пĕр тан таса Кирилпа Мефодие асăнса паллă тăвакан праçник кунхине пуçăнни  малашлăха шантарнăн туйăнать.

Чăвашсен авалхи йăли-йĕркине асра тытса çĕнĕ çурт пулакан вырăнта никĕс пăтти пĕçернĕ. Турă кĕтесĕ пулмалли вырăна кĕмĕл /ваттисем каланă тăрăх, вăл çурта ырлăх-пурлăх илсе килет/ тата çăм /ăшăлăх, хăтлăх кÿрет/ хунă, çурт никĕсĕ пулмалли кашни кĕтесе укçа пăрахнă. Çак йăлана пурнăçлама ялти хисеплĕ ватăсене - Вера Ивановна Степановапа Ардалион Егорович Данилова шаннă. 

Çакна курма кунта ватти-вĕтти пуçтарăннă. Строительсемпе ял-йыша пысăк ĕçе пикеннĕ ятпа район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Блинов саламланă. Строительство ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама ырлăх-сывлăх суннă.

Елчĕк ял тăрăхĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, ял старости Д.Судаков  тата «Шанăç» художество пултарулăх ушкăнĕн хастарĕ З.Ермолаева республика, район тата ял тăрăхĕн ертÿлĕхне ялта культурăпа кану çуртне тума пулăшнăшăн тав тунă.

«Шанăç» артисчĕсем савăк кăмăлпа чăваш халăх юррисене шăрантарнă.

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика