Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртура выляса яракан пулмарĕ

14 мая 2016 г.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Елчĕкри физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра шкул ачисем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕртăван Лапшинсен призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри турнир пулса иртрĕ. Унта Раççей Федерацийĕн 5 регионĕнчен, Чăваш Республикинчи 10 районтан çамрăк кĕрешÿçĕсем хутшăнчĕç.

Турнир участникĕсене Чăваш Республикинчи физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, Чăваш Республикинчи спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей спорт мастерĕ, республикăри, çĕршыври ăмăртусен çĕнтерÿçи тата призерĕ Алексей Лапшин тата ыттисем саламларĕç.

Алексей Лапшин каласа панă тăрăх, çак турнира 21 çул каялла пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Кăçалхипе вăл 17-мĕш хут иртрĕ. Малтанах ăмăртăва виçĕ хут самбо, дзюдо тата алă вĕççĕн çапăçас енĕпе Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ Василий Николаевич Лапшин призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ, халĕ пĕртăван Лапшинсен ячĕпе иртет.

Спорт мелĕпе кĕрешесси Элпуçпа Кармал ялĕсенче иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче аталанма пуçлать. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухса Кармалти 8 çул вĕренмелли шкула ĕçлеме килнĕ Вадим Ильич Печкин учитель кĕрешме юратакансен секцине йĕркелесе ярать, ертсе пырать. Вадим Ильич хăй те кĕрешнĕ, воспитанникĕсене тĕрлĕ районсенчи ăмăртусене илсе çÿренĕ. Шкул директорне лартсан ăна физкультура учителĕсем пулăшса пынă. Уйрăмах Иван Васильевич Егоров нумай ĕçлет. Вăл тăрăшнипе Кармал шкулĕнче вĕренекенсем кĕрешессипе кăна мар, футболла, хоккейла выляссипе, спортăн ытти енĕсемпе палăрнă.

Кармалпа Элпуç ялĕнчен тĕрлĕ майпа кĕрешекен паллă спортсменсем сахал мар тухнă. Вĕсем халĕ Мускав тата ытти чылай хула таранах пурăнаççĕ. Кун пирки хăй вăхăтĕнче район хаçатĕнче темиçе статья та çырнăччĕ. Çапах та пĕр-пĕрне тăван лекекен Лапшинсем уйрăмах палăрнă. Çÿлерех асăннă Василий Николаевичăн шăллĕсем - Валерий Николаевич самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, нумай хут Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă, Александр Николаевич самбо мелĕпе кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕ, Чăваш Республикин тата Атăлçи федераци округĕн чемпионĕ, Сергей Николаевич - çапăçури самбо енĕпе тата алă вĕççĕн çапăçассипе спорт мастерĕ, Раççей чемпионачĕн призерĕ, полицин отставкăри подполковникĕ, Михаил Николаевич - алă вĕççĕн çапăçассипе спорт мастерĕ, полици подполковникĕ. «Эмметево» ООО ертÿçин Юрий Михайлович Лапшинăн ывăлĕсем те кĕрешÿ енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă. Андрей Юрьевич ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕ, нумай хут Чăваш Ен чемпионĕ, Атăлçи федераци округĕн призерĕ, Александр Юрьевич -ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тата регбол енĕпе спорт мастерĕ, Чăваш Республикинчи чи вăйлă кĕрешÿçĕсенчен пĕри шутланать, Чăваш Ен тата Атăлçи федераци округĕн нумай хут чемпионĕ, пĕтĕм тĕнчери турнирсен /Итали, Испани/ призерĕ, регбол енĕпе Раççей Кубокĕн çĕнтерÿçи /2014 ç./. Эпир çÿлерех асăннă Лапшинсенчен чылайăшне кăçалхи турнирта курма пулчĕ.

Ăмăртура 2004 çулта тата маларах çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем тата çамрăксем тĕрлĕ виçесенче вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем вара тĕрлĕ регионтан килнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем пулчĕç. Елчĕк район чысне хÿтĕлесе Анастасия Лапшина, Денис Иванов, Илья Андреев турнир чемпионĕсем, Алексей Уткин, Давид Крысов, Алексей Тябуков, Денис Антонов, Данил Смирнов призерсем пулса тăчĕç.

Ăмăрту çĕнтерÿçисене тата призерĕсене Хисеп грамотисем, медальсем, укçан призсем парса чыс турĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика