Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк команди çĕнтерчĕ

11 мая 2016 г.

Елчĕк команди çĕнтерчĕ

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ футболла выляса район кубокне çĕнсе илессишĕн финалти ăмăрту пулса иртрĕ. Унта Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен командисем тĕл пулчĕç.

Çурма финалта Елчĕксем Тăрăмсенчен 5:2, Çирĕклĕ Шăхальсем Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн футболисчĕсенчен 3:0 шутсемпе выляса илнĕччĕ. Финалта вара икĕ команда тĕл пулчĕ.

Пĕрремĕш таймра вĕсенчен хăшĕ вăйлăрах пулни кăшт анчах сисĕнчĕ. Стадион хуçисем пĕр-пĕрне ăнланса выляни палăрчĕ. Пĕринче хăнасен вратарĕ йăнăшрĕ - аякран тапса янă мечĕке тытса чараймарĕ, алăран вĕçертрĕ. Çакăнпа Елчĕк футболисчĕ усă курчĕ, мечĕке хапхана тапса кĕртрĕ. Сăмах май каласан, Çирĕклĕ Шăхаль вратарĕ малалла пĕр йăнăшсăр вылярĕ, гол кĕртмелли чылай самантсенче пултарулăхне кăтартрĕ. Çапах та иккĕмĕш таймра вăл та командăна хăтарса хăвараймарĕ. Елчĕк футболисчĕсем тăтăшах тапăнса вылярĕç. Вăйă 4:0 шутпа Елчĕк команди çĕнтернипе вĕçленчĕ. Çапла майпа вĕсем кăçал та, ытти çулсенчи пекех, район кубокне çĕнсе илчĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика