Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок - Елчĕкре

27 апреля 2016 г.

Аслă Елчĕкри шкулăн спортзалĕнче Мускав хулинче пĕтĕм чăвашсен хушшинче иртекен Акатуй паттăрĕн Игорь Мешковăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен виççĕмĕш турнирĕ иртрĕ.

Игорь мĕн пĕчĕкренех спортпа туслашнă, кĕрешме юратнă. Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ. Халĕ Санкт-Петербург хулинче стройфирмăра тăрăшать.

Турнира уçнă май Аслă Елчĕкри шкул ертÿçи Н.Малышкин, А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ертÿçи Р.Григорьев çамрăк ăрăва ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртăва 60 яхăн кĕрешекен хутшăнчĕ. Районти тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ вĕсем: Аслă Елчĕксемсĕр пуçне Елчĕкри, Кушкăри, Çĕнĕ Пăвари, Тăрăмри шкулсенчи спротсменсем.

Ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Чи малтан кавир çине 2005 çулта çуралнă тата çамрăкраххисем тухрĕç. Хăйсен виçисенче çĕнтерÿçĕсемпе призерсем палăрчĕç: 24 кг. 1. Д.Крысов /Елчĕк/. 2. Д.Мисяков /Елчĕк/. 3. А.Мешков /Аслă Елчĕк/. 26 кг. 1. Д.Иванов /Елчĕк/. 2. Н.Амаюков /Кушкă/. 3. Р.Яковлев /Аслă Елчĕк/. 28 кг. 1. Р.Никонов /Елчĕк/.2. А.Кантеев /Аслă Елчĕк/. 3 Н.Ишмуратов /Елчĕк/.

2003-2004 çулсенче çуралнă спортсменсем хушшинче те хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Вăйлисем палăрчĕç: 30 кг. 1. Д.Петров /Елчĕк/. 2. П.Ильин /Кушкă/. 3. А.Евстафьев /Елчĕк/. 32 кг. 1. Р.Александров /Елчĕк/. 2. К.Кузнецов /Елчĕк/. 3. К.Вишнев /Елчĕк/. 35 кг. 1. Р.Иванов /Çĕнĕ Пăва/. 2. О.Ефимов /Аслă Елчĕк/. 3. Р.Гиниятуллин /Кушкă/. 38 кг. 1. К.Филиппов /Тăрăм/. 2. А.Казаков /Елчĕк/. 3. Р.Валеев /Кушкă/. 42 кг. 1. Д.Бобин /Елчĕк/. 2. Д.Емильев /Кушкă/. 3. З.Семенов /Çĕнĕ Пăва/. 46 кг. 1. Д. Исаев /Елчĕк/. 2. Т.Тарасов /Елчĕк/. 3. Д.Семенов /Çĕнĕ Пăва/. 54 кг. 1. К.Карсаков /Кушкă/. 2. А.Чайкин /Кушкă/. 3. Г.Карабурнашев /Елчĕк/.

«Турнирăн чи илемлĕ кĕрешекенĕ» ята Д.Петров /Елчĕк/, «Çĕнтерес кăмăлшăн» ята П.Ильин /Кушкă/ тата «Чи çамрăк кĕрешекен» ята Д.Патшин /Аслă Елчĕк/ тивĕçрĕç.

Итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Елчĕк шкулĕ - пĕрремĕш, Кушкăсем - иккĕмĕш, Аслă Елчĕксем виççĕмĕш вырăнсенче.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе грамотăсем тата призсем парса чыс турĕç. Ăмăртăва ирттерме пулăшу паракан Игорь Мешкова тав сăмахĕ калатпăр.

С.АЛЕКСАНДРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика