Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн культурипе паллаштарнă

20 апреля 2016 г.

Чăваш Енĕн культурипе паллаштарнă

Мускаври В.В.Бианки ячĕллĕ ача-пăча библиотекинче ачасен «Чăваш Ен сăррисем» конкурсăн черетлĕ тапхăрĕн çĕнтерÿçисене чысланă.

Регионти «Чăваш Ен сăррисем» проект 2016 çул пуçламăшĕнчен Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ, «Единая Россия» партин Генеральнăй канашĕн президиумĕн членĕ Алена Аршинова йĕркелесе пынипе пурнăçа кĕрет.

Проекта хутшăнакансене - ача сачĕн воспитанникĕсене, шкулсенче вĕренекенсене, ача-пăча библиотекисен вулаканĕсене Чăваш Ен сăнне ÿкерчĕксенче уçса пама пултарулăх заданийĕ панă. Конкурса Чăваш Енрен кăна мар, чăвашсен Мускаври, Санкт-Петербургри, Ленинград облаçĕнчи наци культура автономийĕсенчен те 300 ытла ÿкерчĕк килнĕ.

Пысăках мар, çапах та хăтлă библиотекăра проект финалисчĕсен ĕçĕсен куравĕ тата Чăваш Енĕн кун-çулне, культурине, çутçанталăк пуянлăхне сăнлакан кĕнекесен экспозицийĕ вырнаçнă. Библиотекăна кĕрекен вырăнта çамрăк ÿнерçĕсене Ăслă кушак ачи кĕтсе илнĕ, вĕсене чăваш сăмахлăхĕпе каларăшĕсен тĕркемĕсене парнеленĕ. Кăçатă пусассипе, пичет графикипе, каллиграфипе интерактивлă мастер-классем иртернĕ. Хăнасене чăвашсен «Улăп çинчен халап» эпосĕнчен пĕрер йĕр перопа çырма сĕннĕ. Çакăн пек алăпа çырса хатĕрленĕ пысăк кĕнекене - фолианта Чăваш Ене  ăсатнă - ăна кунта вĕçлĕç.

Уявăн чи паллă саманчĕ - конкурс финалисчĕсене чыслани. Ачасене саламлама тата  Чăваш Ен çинчен каласа пама проект координаторĕ, Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, унпа пĕрле Раççей чăвашĕсен федерацин наци культура автономийĕн, чăвашсен Мускаври наци культура автономийĕн, çавăн пекех Мускав хулинчи чăвашсен культурин обществин членĕсем килнĕ. Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ пухăннисем умĕнче чăвашла калаçнă, хăйĕн регионĕн илемлĕхĕпе, паллă вырăнĕсемпе паллаштарнă, курава хутшăннисемпе финалистсене саламланă.

Алена Аршинова пысăк кĕнекене «Улăпри» пĕр йĕрпе çырса хунă. «Нумайранпа перопа çырманччĕ - манăçнă туйăмсем каялла таврăнчĕç», - пĕлтернĕ вăл.

Çавăн пекех пухăннисен умĕнче Раççей чăвашĕсен федерацин наци культура автономийĕн вице-президенчĕ Анатолий Григорьев, В.В.Бианки ячĕллĕ ача-пăча библиотекин заведующийĕ, Мускав хулин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ирина Полицына, «Чăваш Ен сăррисем» проектăн пултарулăх руководителĕ Владимир Головачев калаçнă. Концерт программи чăваш юррисемпе, ташшисемпе пуян пулнă. Чăваш наци тумтирĕсемпе фольклорĕ те куракансене илĕртнĕ. Тĕлпулăва хутшăннисем Чăваш Енри ачасене фотосалам янă - вĕсем часах проектăн эстафетине йышăнĕç.

Сăнÿкерчĕкре: «Чăваш Ен сăррисем» конкурс çĕнтерÿçине Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ, «Единая Россия» партин Генеральнăй канашĕн президиумĕн членĕ Алена Аршинова чыслать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика