Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чаплăн уявлĕç

09 апреля 2016 г.

Чаплăн уявлĕç

Апрелĕн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш хут космоса çĕкленнĕ Юрий Гагарина халалласа Раççейре Космонавтика, 1968 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери авиаципе космонавтика кунне паллă тăваççĕ.

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче  Совет Союзĕн гражданинĕ Юрий Гагарин пĕрремĕш хут «Восток» караппа космоса тухнă. Ун хыççăн вун-вун çул хушши çĕршыв космонавтики аталанупа палăрнă - тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм-космонавт В.Терешкова, уçă космоса тухни, орбита комплексĕсем, чи нумай вăхăт космосра пулни... Ахальтен мар космос отрасльне аталантарассинче пиншер çыннăн, вуншар ĕç коллективĕн тÿпи питĕ пысăк.

Чăваш Енĕн кун-çулĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕн Андриян Николаевăн ырă ячĕ паллă вырăн йышăнать. Çак кун пирĕн республикăра тĕрлĕ мероприятисем сахал мар йĕркелеççĕ.

55 çул каяллахи паллă пулăма халалласа Андриян Николаевăн пĕчĕк тăван çĕршывĕнче - Шуршăлта Çамрăксен IX вулавĕн финалĕ иртнĕ. Унта 80 çамрăк хутшăннă. Пирĕн район представителĕсем те унта палăрнă. Патреккелĕнчи тĕп шкулта пĕлÿ пухакан Ирина Петрова «Космос паттăрĕсене халалласа» пултарулăх секцийĕнче виççĕмĕш вырăна йышăннă. Курнавăшри вăтам шкулта физикăна вĕрентекен Геннадий Дмитриев та хăйĕн секцийĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă.

Республикăра уява чаплăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Апрелĕн 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар-Шуршăл велочупу иртет. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура çурчĕ патĕнче 19 сехет те 30 минутра пуçланать.

Космонавтика кунне халалласа Космос кино эрнине те ирттерме палăртнă. Вăл апрелĕн 11-мĕшĕнче пуçланать. Çак тапхăрта Чăваш Енĕн электрон тата кинодокументацин патшалăх архивĕнче, Наци библиотекинче, «Радуга» культурăпа курав центрĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти Космонавтика, Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт» музейĕсенче космоса халалланă кинолентăсемпе паллашма пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика