Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи кросс ăмăртăва чĕнет

02 апреля 2016 г.

Çуран чупма юратакансем кашни çулах çуллахи спорт сезонне «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕнчен пуçлаççĕ. Кăçал та апрелĕн 15-мĕшĕнче Елчĕкри «пасар-халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» трассăпа атлетсен 38-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 11 сехетре пуçланать.

Çавăн пекех атлетсен çурхи кросĕ Чăваш Республикинчи прессăн спорт фестивалĕн - СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 78-мĕш эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ шутланать.

 

Ăмăрту участникĕсем

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, ял тăрăхĕсен, ялхуçалăх тата промышленноç предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисем хутшăнаççĕ.

 

Ăмăрту программи

I ушкăнра 2005 çулта çуралнă хĕрачасем тата арçын ачасем 500 метра, II ушкăнра 2003-2004 çулсенче çуралнă хĕрачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, III ушкăнра 2001-2002 çулсенче çуралнă хĕрачасем 1000 метра, яшсем 2000 метра, IV ушкăнра 1998-2000 çулсенче çуралнă хĕрачасем 2000 метра, яшсем 3000 метра, V ушкăнра хĕрарăмсем 1000 метра, арçынсем 2000 метра, 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсем 500 метра, 40 çултан иртнĕ арçынсем 1000 метра чупаççĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисен, вăтам шкул командисен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен зачетне кашни чупура чи лайăх кăтарту тунă икшер результат, ял тăрăхĕсен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен, ветерансен пĕрер результат кĕреççĕ.

 

Командăсемпе участниксене чыслани

Мала тухнă командăсене куçса çÿрекен кубоксем, призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Уйрăм дистанцинче çĕнтернĕ çăмăл атлетсене «Елчĕк ен» хаçата 2016 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн /енчен те кашни дистанцие 4-шар атлетран кая мар хутшăнсан/ тÿлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

 

Заявкăсем тăратасси

Командăна, участниксен /хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă çула/, дистанцине палăртнă заявкăсене ăмăрту кунĕнче 10 сехетчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертÿçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-51-81 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика