Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курнавăшсем - çĕнтерÿçĕсем

30 марта 2016 г.

Курнавăшсем - çĕнтерÿçĕсем

Курнавăшра шкулсенче вĕренекенсем кире пуканĕ йăтассипе Николай Ефимова асăнса ирттернĕ ăмăртăва хутшăннă.

Курнавăшра çуралса ÿснĕ Николай Андреевич Ефимов 1971 çулта Тинĕс-çар флотне службăна кайнă. 1972 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче шыв айĕн çÿрекен кимĕ аварине лекнĕ. Н.Ефимов матрос тата унăн 27 юлташĕ инкек вăхăтĕнче вилнĕ, çапах та вĕсем ыттисен пурнăçне çăлса хăварнă. Паттăра вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Ăмăрту 3 ушкăнра - 1999-2000, 2001-2002, 2003-2004 çулсенче çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче иртнĕ. Хĕрачасемпе хĕрсенчен хăйсен виçисенче Надежда Абдулкина /Лаш Таяпа/, Светлана Лакачова /Курнавăш/, Надежда Воробьева, Дана Чернева, Мария Хардова /Елчĕк/ çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Нина Романова, Мария Антонова, Ангелина Суркова /Елчĕк/, Мария Зайцева /Çĕнĕ Пăва/, Камилла Николаева /Курнавăш/, виççĕмĕш вырăнта - Лилия Иванова /Лаш Таяпа/, Татьяна Курчина, Анита Козлова, Ангелина Иванова /Курнавăш/, Екатерина Волкова /Елчĕк/ мала тухнă.

Арçын ачасемпе яшсенчен хăйсен виçисенче Василий Кириллов /Тăрăм/, Василий Кириллов, Дмитрий Самсонов /Лаш Таяпа/, Андрей Кузнецов, Иван Чернов /Елчĕк/, Данил Цветков, Александр Цветков /Курнавăш/ мала тухнă. Дмитрий Цветков, Андрей Ефимов /Курнавăш/, Максим Петров, Александр Константинов /Тăрăм/, Николай Петров, Денис Московский, Тихон Пушков /Елчĕк/ - иккĕмĕш, Виктор Шаурбин, Артем Кудряшов, Иван Лакачов, Андрей Мамуткин, Иван Курчин /Курнавăш/, Сергей Миллин, Василий Тябуков /Елчĕк/ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Командăсенчен ăмăртăвăн хуçисем - Курнавăшсем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Елчĕксемпе Лаш Таяпасем призерсен йышне кĕнĕ.

Ăмăртăва йĕркелекенсем ăна ирттерме пулăшнă Андрей Головин, Александрпа Владимир Мясниковсем, Сергей Ефремов, Александр Гладков, Петр Никифоров, Владимир Чернов спонсорсене тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика