Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыхăну çирĕпленет

23 марта 2016 г.

Чăваш Республики Крымпа тачă çыхăну тытасси çирĕпленсех пырать.

Иртнĕ çулхи февралĕн 26-28-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пыракан делегаци Крым Республикипе Севастополь хулинче пулнăччĕ. Кунта Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕпе Крым Республикин Министрсен Канашĕ хушшинчи тĕрлĕ сферăра килĕштерсе ĕçлесси çинчен тунă килĕшÿсене пурнăçламалли мероприятисен планне М.Игнатьевпа С.Аксенов алă пуснăччĕ. Çакă чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Севастопольте 500 ытла чăваш пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытаççĕ. Уйрăмах хулари чăваш наци культура обществин ĕçченĕсем хастар - вĕсем тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - чăваш халăхĕн йăли-йĕркине сыхласа хăварасси, Чăваш Енпе çыхăну йĕркелесси.

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул, Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе 550 çул çитнине халалланă мероприятисем вăхăтĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Туслăх кĕперĕсем: Крым тата Чăваш Ен» фестивальне ирттерме шухăшланине ырлатăп.

Борис УКАЗОВ,
Акчел ялĕнче çуралса ÿснĕ, 30 çул ытла Севастополь хулинче пурăнакан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика