Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿкеçре те парăнман

23 марта 2016 г.

Кÿкеçре те парăнман

Шăматкун Кÿкеç поселокĕнче мини-футбол енĕпе ялхуçалăх предприятийĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем хушшинче финалти ăмăрту иртнĕ. Унта Елчĕк, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай районĕсен командисем вылянă.

Икĕ вăйăра та çĕнтерсе, Елчĕк районĕнчи аграрисем пĕрремĕш вырăна тухнă, «Урожай» физкультурăпа спорт обществин Чăваш Республикинчи организацийĕн кубокне çĕнсе илнĕ.

Район командин чысне Юрий Алексеев /«Победа» ООО директорĕн çумĕ/, Ростислав Турхан /«Клевер» ООО директорĕ/, Александр Лапшин /«Эмметево» ООО директорĕн çумĕ/, Алексей Воронцов /«Прогресс» АХО бригадирĕ/, Сергей Галкин /«Прогресс» АХО бригадирĕ/, Николай Купташкин /«Сатурн» ЯХПК ертÿçин çумĕ, сĕт-çу фермин заведующийĕ/, Виктор Цыганов /«Рассвет» ЯХПК ертÿçин çумĕ, хуçалăхăн тĕп агрономĕ/, Раджив Ахметов тата Денис Александров хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, Олег Карсаков /«Комбайн» ЯХПК ертÿçин çумĕ/ хÿтĕленĕ.

Районти аграрисем, уйрăмах ертÿçĕсем, спортра кун пек çитĕнĕве чылайранпа туманччĕ-ха. Маттурсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика