Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлташне манмаççĕ

23 марта 2016 г.

Юлташне манмаççĕ

«Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексăн спорт залне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче вĕренекен хĕрачасемпе арçын ачасем стрит-баскет енĕпе районта мала тухмалли ăмăртăва пуçтарăнчĕç.

Стрит-баскет - баскетбол вăййи. Ахаль баскетбол вăййинчен вăл командăра 3-шер вылякан пулнипе, вĕсем мечĕке пĕр ункăна кĕртессишĕн тупăшнипе уйрăлса тăрать. Çак вăйă пĕчĕк вырăн йышăнакан площадкăра, кирек ăçта выляма май пуррипе аталанса пырать. Районта çак ăмăрту çиччĕмĕш хут Афганистанра пуçне хунă Юрий Борисова асăнса иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем «Вăрçă инваличĕсем» Чăваш Республикинчи обществи /ертÿçи Петр Анисимов/, воин-афганеца лайăх пĕлнĕ В.Игнатьев, Л.Романова, В.Ишмуратов пулчĕç. Вĕсем интернационалла тивĕçе пурнăçласа 20 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă Юрий Борисова аса илчĕç, спорт унăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç.

Ăмăртăва хĕрачасемпе арçын ачасен 8-шар команди хутшăнчĕ. Кашни команда пĕр-пĕринпе тĕл пулса вылярĕ. Арçын ачасен ушкăнĕнче Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче -Чăваш Тăрăм тата Кĕçĕн Таяпа шкулĕсенчи спорт тусĕсем.

Пĕтĕмĕшлÿ пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчи хĕрсен ушкăнĕнче Елчĕк шкулĕн 2-мĕш команди мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кивĕ Эйпеç тата Елчĕк шкулĕн 1-мĕш командисем пайларĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем медальсене, грамотăсене, пылак çимĕçсене тивĕçрĕç. Вĕсен расхучĕсене пĕтĕмпех Юрий Борисовпа пĕрле вĕреннĕ тата пурнăçри юлташĕсем саплаштарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика