Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иксĕлми талант, пултаруллă ертÿçĕ

16 марта 2016 г.

Иксĕлми талант, пултаруллă ертÿçĕ

Яманчÿрелĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Петрович Комиссарова республикăра та, Мускавра та лайăх пĕлеççĕ. Унăн сăпайлăхĕ, çын çине ăшă куçпа пăхни,кашнинех ăнланма, пурнăçпа творчество çулне суйласа илме пулăшас кăмăлĕ такама та килĕшет. Çавна май кĕнеке-хаçат вулама юратакансем е хăйĕн пултарулăхне çырас ăсталăхра  тĕрĕслес-палăртас текенсем Чăваш Ен тĕп хулинчи Пичет çуртĕнче вырнаçнă унăн пÿлĕмне  хăюллăнах кĕреççĕ. Шупашкарсем çеç мар, республикăра пурăнакансем кăна та мар, тулай чăвашĕсем те унпа курнăçма, канашлама тăрăшаççĕ.

«Талант этем чунĕпе пĕрле килет»

«Паллах, Комиссаров пиртен лайăхрах çырать. Вăл Мускаври Ломоносов университетĕнченех вĕренсе тухнă та...» - тенĕччĕ пĕррехинче район хаçатĕнче темиçе çултанпа ĕçлекенсенчен пĕри. Çак сăмахсене илтсен коллективра çивĕч тавлашу пуçланчĕ. «Вырăссен аслă писателĕ Максим Горький /Йÿç Макçăм текенни те пулчĕ ăна/ е чăвашсенчен Никифор Мранькка ятарлă пĕлÿсĕрех пĕтĕм халăха тыткăнлакан хайлавсем, тĕлĕнмелле чаплă романсем таранах çырнă-çке!» - парăнассăм килмерĕ манăн, хам та çичĕ класслă пĕлÿпех хаçатра ĕçлеме тытăннăран, каярахпа темиçе кĕнеке те кăларма пултарнăран. Çитменнине атте те, анне те вĕренмен çынсем пулнă...»

Çав тавлашу çинчен каярахпа Валерий Петровича хăйне систертĕм те кĕскен çеç çапла хуравларĕ: «Шалта, амăш варĕнче чăмăртаннă чăн талант пулмасан никам та ăста çыравçă, чăн-чăн специалист е вăйлă шухăшлавçă пулаймасть, - пусăмлăн палăртрĕ вăл. - Çав вăхăтрах тарăн, пахалăхлă пĕлÿ витĕмлĕхĕ кирек камшăн та капашсăр пысăк. Вăл - çыннăн шухăшлавне  тата аталану анлăшне вĕçĕмсĕр ÿсме хускатакан тата тĕртсе пыракан чи хăватлă вăй.

- Тĕрĕсрех каласан, манăн чунра ачаранах хам мĕн шутлани, курни-илтни çинчен ыттисене каласа парас туйăм вăраннă, - калаçăва малалла тăсать паянхи талантлă çыравçă тата пултаруллă ертÿçĕ. - Çавна май ĕмĕрĕпе тенĕн вĕрентекен тата шкул директорĕ пулнă атте хăйне мĕнлерех тытнине сăнаттăм, унăн утăмĕсене ÿкерме тăрăшаттăм. Вăл тĕрлĕ хаçата /«Комсомольская правда» таранах/ çырнине темиçе хутчен те вуласа тухаттăм, аслисемшĕн пропагандист пулнă май, калаçнă чух шухăша епле илĕртÿллĕ те килĕшÿллĕ илсе пынине итлесе киленеттĕм. Унран вĕренсе тата хамăн чунри туртăма итлесе «Пионер сасси» хаçата пĕчĕк информацисем  çырма тытăнтăм. Мана часах асăрхарĕç...

- Çапла, юнашарти юлташсем, халăх кам мĕне пултарнине çийĕнчех чухлаççĕ. Сире вара диплом илнĕ хыççăн тÿрех республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçата йыхравларĕç. Ытти çамрăксенчен ытларах шанчĕç курăнать...

- Çапла. Маларах Елчĕк район, унтан республика хаçачĕсенче практикăра пулнă вăхăтрах эпĕ çырнисемпе тĕплĕн паллашса пынă чăн-чăн хаçатçăсем мана çийĕнчех обществăпа политика пурнăçĕнчи пысăк пулăмсене çутатма явăçтарчĕç. Вĕсемех, çÿлтен çÿлерех ÿсĕм картлашки çине çĕклерĕç: Чăваш Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн правленийĕн яваплă секретарĕ тата ытти сумлă тивĕçсене пурнăçлама ыйтрĕç. Паллах, манăн, çамрăк та вăйпитти  журналистăн, çав шанăçа тÿрре кăларма тăрăшасси кăна юлчĕ. Атте пекех чăтăмлă, талпăнуллă, хăюллă, пуçаруллă пулса.

- Пĕлетпĕр, хăш-пĕр вĕчĕрхенÿллисемшĕн сирĕн ÿсĕм картлашки çÿлелле хăвăрт куçакан эскалатор е лифт пекех туйăннă...

- Маншăн вĕсем çăмăлах çулсем пулмарĕç. Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕнче ĕçленĕ хушăрах Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ пулма çирĕплетрĕç. Пĕр вăхăтрах Чăваш патшалăх универститечĕн журналистика факультечĕн доцентĕнче ĕçлеме, пулас журналистсем валли лекцисем вулама явăçтарчĕç. Халĕ, тивĕçлĕ кану çулĕсем умне çитсе тăтăм та, хамран хам тĕлĕнсе çапла ыйтатăп: «Епле вăй çитерсе, туртса пыма пултартăн нумай çул хушши çакăн пек йывăр, виçесĕр яваплă лава?»

 

Пуçлăх патша мар. Анчах...

- Эпир сире ачаранпах пĕлетпĕр, Кашни утăмăр пирĕн куç умĕнче. Çавна май эсир нумайранпа пысăк вырăнсенче пулнипе савăнатпăр та, мухтанатпăр та.

- Ăшă сăмахсемшĕн, ыр хаклавшăн тав. Çав вăхăтрах пуçлăх патша маррине пурте пĕлетпĕр. Çав чыспа ята тивĕçлĕ тытса пырас тесен ай-ай! нумай ĕçлемелле. Халĕ кашни хуçа хăйĕн командипе мухтанма тăрăшни çинчен  вĕçĕмсĕрех илтетпĕр-ха.  Анчах журналистикăра та, литературăра та /вĕсем пĕр-пĕринпе йĕкĕреш пекех/ хăв чăмăртанă е хăв çеç суйласа илнĕ пĕчĕк ушкăнпа кăна нумай енлĕ тĕллеве туллин пурнăçлама йывăр е пачах та пурнăçлаймастăн. Паллах, палăртнин шăнăрне санăнах çирĕп тытса пымалла. Çав вăхăтрах пысăк йыш, коллектив çине таянса  ĕçленине нимĕн те çитмест.

Акă, нумаях пулмасть республикăри журналистсен съезчĕ иртрĕ. Делегатсемпе хăнасем ку чухнехи чи çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Кадрсен çивĕчлĕхĕ, çыракансен профессилле пĕлĕвне анлăлăтасси пĕрремĕш вырăна тухса тăчĕ. Съезд правительствăран хамăр университетра  журналист-сем хатĕрлемелли 20 бюджет вырăнĕ уйăрма ыйтрĕ. Правлени йышне тĕпренех çĕнетрĕç, хальхинче унта ытларах районсенчи пуçаруллă хĕрарăм-активистсене суйларĕç. Çакă мана, тепĕр хут правлени председательне суйланăскере, хавхалантарсах ячĕ. Чи вăйлă, сумлă съезд суйланă  çĕнĕ ушкăнпа правлени пуçаруллăрах тата курăмлăрах ĕçлес туйăм çуратрĕ.

Яланхи пекех, халăхра час-часах калакан сăмахсем асăма килеççĕ: «Пĕччен сурать - типсе пырать, ушкăн сурать - кÿлĕ пулать». Иртнĕ тапхăрта Журналистсен пĕрлĕхĕн активĕ çине таянса тунă кашни пысăкрах ĕç-проект куç умне тухать. Вĕсен шутне «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству», «Журналисты Чувашии», «Городские и районные газеты Чувашии» кăларăмсене кĕртме пулать. 2014 çулта тухнă «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» ятлă 600 страницăна яхăн наукăпа тĕпчев ĕçне вара Раççей Федерацийĕн Журналистсен канашĕ халĕччен пулман тулли тĕпчев тата пĕтĕмлетÿ вырăнне хурса йышăнчĕ. Унта, тĕпрен илсен, пĕтĕм çĕршывра маларах тухнă хаçат-журналпа вĕсенче ĕçленĕ чăваш çыравçисен ĕçне тишкерсе уçăмлатнă. Ку кĕнеке Раççей журналистикин «Ылтăн çÿлĕкĕ» çине вырнаçма тата пысăк премие тивĕçрĕ. Кунта Владимир Зырьяновпа Надежда Осипова йĕркелÿçĕсем, мĕнпур редакцисен коллективĕсемпе уйрăм журналистсем питех те нумай вăй хучĕç. Çавăнпа та ăна хам енчен пĕтĕм чăваш журналисчĕсен пĕрлехи ĕçĕ тесе шутлатăп. Çыракансен тата наука ĕçченĕсен хаклавне шута илес пулсан, çывăх çулсенче унăн иккĕмĕш, çĕнетнĕ кăларăмĕ пуласса шанатăп. Унта нумай-нумай çĕнĕ ят кĕмелле. Энциклопедин электрон версийĕ те пулĕ. Ĕмĕтре - «Чăваш журналистикин антологине» малалла кăларасси. Тен, малашне ЖЗЛ /«Жизнь замечательных людей»/ шухăша тĕпе хурса, «Чи лайăх чăваш журналисчĕсем» ярăм йĕркелеме те май килĕ? 2014 çулта Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçатра ĕçлекен пултаруллă журналистăн Светлана Смирнован «Сто удивительных встреч» кĕнеки «Чăваш журналистикин антологийĕ» ярăмăн пĕрремĕш кăларăмĕ пулчĕ.

- Апла пулсан, пирĕн журналистика вĕçĕмсĕр аталанать, çĕнелсе пырать?

- Килĕшмелле. Медиасистемăра, уйрăмах хаçат-журнала вулакан патне çитерессинче çине-çинех темле кăткăслăхсем сиксе тухнине пăхмасăрах пирĕн кăларăмсем çухалса каймаççĕ, вулакан патне çитмелли  çĕнĕрен çĕнĕ çул-йĕр тупаççĕ. Вĕсене çырăнакансен е киоскра туянакансен йышĕ сыхланса юлнинче журналистсен пултарулăхĕ те, вулакансен пуçарулăхĕ те тĕкĕр çинчи пек курăнса тăрать. Республика тата район хаçачĕсен редакцийĕсем альтернативлă çырăнтару мелĕпе усă курни ?кăларăма вулакан патне редакци хăех çитерни, хаçат е журналăн электрон версине сарма хăнăхни тата ытти те/ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах творчество коллективĕсем хăйсен кăларăмĕсен содержанине те, илемлĕхне те ку чухнехи пурнăç ыйтнă пек çĕнетсе пынине ырă енчен палăртса хăвармаллах.

 

Ача кÿми тата кĕнеке

Эсир, Чăваш Журналисчĕсен пĕрлĕхне те, кĕнеке издательствине те ертсе пынă май, Мускавпа Раççейĕн нумай-нумай кĕтесĕсенче кăна мар, ют çĕршывсенче те час-часах пулатăр. Иртнĕ çулсенче Лейпцигри, Белградри тата ытти çĕршывсенчи Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке куравĕсене хутшăнни çинчен хавхаланса каласа панăччĕ. Калăр-ха, мĕн параççĕ сире çавăн пек çÿревсемпе  командировкăсем?

- Тÿрех çакна палăртатăп, пин хут илтнинчен пĕрре курни пур енчен те пахарах. Çынсем, ытти издательсем мĕнле ĕçленине куратăн та хăвшăн мĕнле те пулин çĕннине тупатăнах. Çапла вара лайăх шухăшсем, пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек опыт пухăнать.

- Юлашки вăхăтра эпир нумай çĕрте чăваш ачисем чăвашла, амăш чĕлхипе калаçманнине илтсе пăшăрханатпăр. Вăл чăннипе вырăсла та, акăлчанла та йĕркеллĕ пĕлмест.

- Лейпцигра та, Белградра та çакă тĕлĕнтерчĕ мана. Кĕнеке куравне çамрăк ашшĕ-амăшĕсенчен ытларахăшĕ  ача кÿмипе, пĕчĕк пепкисемпе тата хăйсем тĕллĕн утакан-чупакан ачисемпе пыраççĕ. Аслисем кураври материалсене аллине илсе пахалăх, содержани енчен тишкереççĕ. Пĕчĕккисем ача-пăча кĕнекисене алла тытса ÿкерчĕкĕсене, илемне, кăмăла каякан теттесене хăйсемле «тĕрĕслеççĕ». Пăхаççĕ-кураççĕ... ашшĕ-амăшне пĕр е тепĕр кĕнекене илсе пама ыйтаççĕ. Аслисем хаваспах килĕшеççĕ вара. Акă ăçтан пуçланать кĕнекене юратасси, пичет кăларăмĕпе туслашасси! Курав тăрăх кÿме урапи куçнă май, ларса пыракан ача умне вăл юратнă, кăмăллакан кĕнекесем пĕрин хыççăн тепри пырса выртаççĕ. Сисместĕн те, ача малтан ÿкерчĕксене курса йăл кулать, унтан юнашарах утакан аппăш-тетĕшĕ ăнлантарнипе кĕнеке содержанийĕпе, унăн кăсăклăхĕпе лайăхлăхĕ енне сулăнать.

- 2015 çул Литература, пирĕншĕн Константин Иванов çулталăкĕ пулнипе палăрса юлчĕ. Питĕ нумай мероприятисем, творчество каçĕсем иртрĕç. Çакă Чăваш кĕнеке издательствин ĕçне мĕнлерех витĕм кÿчĕ?

- Тÿрех эпĕ предприяти директорĕ пулса килни, вунă çул каялли аса килет. Ун чухне, паллă сăлтавсене пула, кĕнеке кăларасси самай чакса ларнăччĕ. Анчах çавна кĕске вăхăтрах тÿрлетме май килчĕ. Тĕпрен илсен, кĕнекесене хамăр республикăна кăна мар, ытти регионсене тухса çÿресе сутнипе, ăнлантару ĕçне йĕркелесе янипе. Библиотекăсем, вĕрентÿ учрежденийĕсемпе культура çурчĕсем те пире самай пулăшрĕç. Çапах та... литературăна  каçса кайсах пропагандăлакан библиотекăсем хăйсем çĕнĕ кĕнекесем туянайми патнех çитрĕç. Çак тĕллевпе вĕсем валли бюджетран укçа-тенкĕ уйăрасси юлашки виçĕ çулта темиçе хут чакрĕ!

Çав вăхăтрах эпир кăларакан кĕнекесене Мускаври куравсенче те, ытти çĕрте те пахалăх енчен никам та тиркемест. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 270 пине яхăн экземплярпа 130 тĕрлĕ кĕнеке тухнă. Хамăр тăрăшнипе вĕсене Тутарпа Пушкăрт республикисенче, Самар, Тюмень облаçĕсенче те вырнаçтаратпăр. Юлашки вăхăтра Якут, Тутарстан, Пушкăрт республикисемпе пĕрле Раççейри чи вăйлă наци издательствисен шутĕнче тăратпăр, пирĕн кĕнекесене тĕнчипех иртекен куравсенче те лайăх хак параççĕ.

Чуна ыраттараканни тата  пăшăрхану кÿрекенни Чăваш Енри чылай чăвашсемех чăвашла, тăван чĕлхепе калаçассине тата вулассине хăйсен тивĕçĕ тесе шутламанни.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

 

Пирĕн справка

Валерий Петрович Комиссаров 1956 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче Яманчÿрел ялĕнче çуралнă.

«Коммунизм ялавĕ» /«Хыпар»/ хаçатра корреспондент /1979-1988/, ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн яваплă секретарĕ /1988-1992/ пулса ĕçленĕ. Паянхи кунчченех ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ. Пĕр вăхăтрах, 1996 çултанпа, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ, 2005 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствине ертсе пырать.

В.П.Комиссаров Чăваш кĕнеке издательствинче чăваш халăхĕн культурине, искусствине, краеведенине халалланă тарăн тĕпчев тата хăйне евĕрлĕ ĕçсем, чăваш шкулĕсем валли кĕнекесем, пособисем кăларассине çÿллĕ шайра йĕркелесе янă. «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству /1997-2015/, «Чăваш Ен журналисчĕсем» /2005/, «Чăваш Енри районсемпе хуласен хаçачĕсем» /2007/ издательство проекчĕсен ертÿçи тата йĕркелÿçи. 10 ытла наука ĕçĕн авторĕ.

Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /1997, 2011/. Пичет, телерадиовещани тата массăллă коммуникацисен хатĕрĕсен министерствин /2002/, РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин, ЧР Патшалăх Канашĕн /2000/, Раççей Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн /1997, 1998/ Хисеп грамотисемпе наградăланă, ЧР Президенчĕ Тав тунă /2006/. Республикăри журналистсен С.Элкер ячĕллĕ премийĕн /1997/, РФ Журналистсен пĕрлĕхĕн премийĕсен лауреачĕ /1998, 2001, 2006/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика