Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксенче - малашлăх

16 марта 2016 г.

Çамрăксенче - малашлăх

Иртнĕ шăматкун А.В. Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Совет Союзĕн Паттăрне А.Ф.Беляева асăнса кире пуканĕ йăтакансен районти ăмăртăвĕ иртрĕ.

Совет Союзĕн Паттăрне Александр Филиппович Беляева асăнса ирттернĕ ăмăртăва районти шкулсенчен килнĕ 146 çамрăк спортсмен хутшăнчĕ. Ăна чи çамрăккисем - 2005 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех кире пуканĕ йăтакансем пуçларĕç. Помост çине 12 хĕр ача, 18 арçын ача тухрĕç. Кунта А.Ф.Беляевăн тăванĕ 8 çулхи Роман Беляев, Кĕçĕн Таяпари тĕп шкулти иккĕмĕш класра пĕлÿ пухакан Каркалар ачи Руслан Орлов хутшăнни çамрăксем аслисем çирĕплетнĕ йĕркене малалла тăснине палăртать. Акă, Р.Орлов 6 кг кире пуканне сулласа 67 хут çĕклеме пултарчĕ. Çак ÿсĕмри хĕрачасенчен Патреккелĕнчи А.Иванова, Курнавăшри А.Иванова, Тăрăмри К.Яковлева, арçын ачасенчен Кивĕ Эйпеçри Д.Носов, Кĕçĕн Таяпари М.Шишкин, Курнавăшри А.Мясников - çĕнтерÿçĕсемпе призерсем.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçнă май, А.В. Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри вăтам шкул директорĕсем Р.Григорьевпа Н.Малышкин, Совет Союзĕн Паттăрĕн А.Ф.Беляевăн тăванĕсем, спорт ветеранĕсем атлетсене ăнăçу сунчĕç. Çакăн хыççăн ăмăртăвăн тĕп пайĕ пуçланчĕ. 2003-2004 çулсенче çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем 8 килограмлă, 2001-2002 çулсенче çуралнă атлетсем 12 килограмлă, 1999-2000 çулсенче çуралнă спорсменсем 16 килограмлă кире пуканĕсемпе ăмăртрĕç. Кашниех çĕнтерÿçĕ ята илессишĕн тупăшрĕ, хăйĕн ăсталăхне, пултарулăхне туллин кăтарт-ма тăрăшрĕ.

Тĕрлĕ ÿсĕмри, виçери атлетсем регламентпа палăртнă 5 минутра кире пуканĕсене вылянтарчĕç кăна. Хĕрÿ кĕрешÿре палăрнисене уйрăммăн палăртар:

1999-2000 çулсенче çуралнă каччăсем: 58 кг. 1. А.Кириллов /Тăрăм/, 2. Л.Никифоров /Кивĕ Эйпеç/. 3. С.Морозов /Кĕçĕн Таяпа/. 63 кг. 1. А.Макаров /Елчĕк/. 2. В.Шаурбин /Курнавăш/. 3. Д.Смирнов /Елчĕк/. 68 кг. 1. И.Головин /Елчĕк/. 2. М.Петров /Тăрăм/. 3. А.Кудряшов /Курнавăш/. 73 кг. 1. Н.Петров /Елчĕк/. 2. В.Кириллов /Лаш Таяпа/. 78 кг. 1. Д.Миллин. 2. А.Данилов /Елчĕк/. 3. А.Кириллов /Курнавăш/. 78 кг йывăртарах. 1. А.Кузнецов /Елчĕк/. 2. А.Смирнов /Курнавăш/.

Çак ÿсĕмри хĕрсем: 58 кг. 1. Т.Титова /Кĕçĕн Таяпа/. 2. П.Смирнова /Курнавăш/. 3. Н.Романова /Елчĕк/. 63 кг. 1. М.Зайцева /Çĕнĕ Пăва/. 2. Н.Абдулкина /Лаш Таяпа/. 3. Л.Назарова /Курнавăш/. 63 кг йывăртарах. 1. Л.Иванова /Лаш Таяпа/. 2. Т.Шайгина /Курнавăш/. 3. А.Степанова /Елчĕк/.

2001-2002 çулсенче çуралнă арçын ачасем: 58 кг. 1. И.Чернов /Елчĕк/. 2. А.Носов /Кивĕ Эйпеç/. 3. Д.Московский /Патреккел/. 58 кг йывăртарах. 1. Д.Кучков /Елчĕк/. 2. В.Иванов /Тăрăм/. 3. Д.Цветков /Курнавăш/.

Çак ÿсĕмри хĕрачасем: 48 кг. 1. М.Антонова /Елчĕк/. 2. Т.Курчина /Курнавăш/. 3. К.Бахомова /Кĕçĕн Таяпа/. 48 кг йывăртарах: 1. К.Тунгулова /Лаш Таяпа/. 2. Н.Воробьева /Елчĕк/. 3. М.Зайцева /Çĕнĕ Пăва/.

2003-2004 çулсенче çуралнă арçын ачасем: 38 кг. 1. Л.Яшин. 2. И.Кузьмин /Хăвăлçырма/. 3. Т.Пушков /Елчĕк/. 48 кг. 1. Д.Самсонов /Лаш Таяпа/. 2. И.Курчин /Курнавăш/. 3. А.Александров /Кивĕ Эйпеç/. 48 кг йывăртарах: 1. А.Цветков /Курнавăш/. 2. А.Константинов /Тăрăм/. 3. В.Тябуков /Елчĕк/.

Çак ÿсĕмри хĕрачасем: 48 кг. 1. М.Хардова /Елчĕк/. 2. С.Сайкина /Патреккел/. 3. Е.Воробьева /Елчĕк/. 48 кг йывăртарах. 1. Т.Скоболева /Кĕçĕн Таяпа/. 2. А.Суркова /Елчĕк/. 3. М.Смирнова /Кивĕ Эйпеç/.

Тĕп шкул командисенчен Патреккелсем - пĕрремĕш, Тăрăмсемпе Кивĕ Эйпеçсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш, вăтам шкулсенчен Елчĕксем - пĕрремĕш, Курнавăшсем - иккĕмĕш, Лаш Таяпасем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăсем кубоксене, призерсем дипломсене тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсем парса чысланă чухне кире пуканĕ йăтакансен Чăваш Республикинчи федерацийĕн председателĕ Ю.Карпов, çавăн пекех А.Ф.Беляев тăванĕ А.Беляев, спорт ветеранĕсем хутшăнчĕç.

А.КАРЛИН.

Автор сăнÿкерчĕкĕнче: çĕнтерÿçĕсем - Елчĕксем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика