Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Зонăра çĕнтернĕ

16 марта 2016 г.

Зонăра çĕнтернĕ

Чăваш Республикинчи «Урожай» физкультурăпа спорт обществи шăматкун Елчĕкри физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексăн спорт залĕнче ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем хушшинче мини-футболла выляса кăнтăр зонăра мала тухмалли йĕркеленĕ турнира Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски, Вăрмар районĕсенчи командăсем хутшăнчĕç.

Пĕрремĕш вăйăра пирĕн район команди Шăмăршăсемпе тĕл пулчĕ. Площадка хуçисем вăйлăрах пулчĕç - 7:3 шутпа çĕнтерчĕç. Елчĕксем Вăрмарсене те, Комсомольскисене те парăнтарса зонăра мала тухрĕç. Пирĕн команда çитес шăматкун зонăсенче çĕнтернĕ 4 команда йышĕнче куçса çÿрекен кубокшăн пыракан вăйăсене хутшăнать.

Елчĕкри ФОКри ăмăртусене пирĕн районти ялхуçалăх предприятийĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, вĕсен çумĕсем, тĕп специалистсем хутшăнчĕç. Çамрăксенчен «Клевер» ООО директорĕ Ростислав Турхан, пенси çулне çывхарса пыракан Юрий Алексеев /«Комбайн» ЯХПК ертÿçин çумĕ/ тата ыттисем ăста вылянине палăртса хăварма пулать.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Сăнÿкерчĕкре: вăйă саманчĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика