Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренмелли унран нумай

10 марта 2016 г.

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче 81 çул тултарнă Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан ĕçчен хĕрарăм - Анастасия Сергеевна Емельянова çинчен ăшшăн аса илсе каласа кăтартас кăмăлăм пысăк.

Овчинниковсен çемйинче вĕсем улттăн пĕртăван ÿссе çитĕннĕ. Вĕренес кăмăлĕ пысăк пулнăран хĕрача Патăрьел районĕнчи Тури Туçа шкулне çул тытнă. Вĕреннĕшĕн пĕр çулталăка 150 тенкĕ тÿлемелле пулнă. 75 тенкине малтан тÿленĕ, тепĕр çуррине тÿлеме çемье укçа тупайман. Çапла майпа ирĕксĕртен унăн шкултан пăрахма тивнĕ. Пурнăç çулĕ ăна тăван колхоза илсе çитернĕ. Çав вăхăтра «Победа» колхоза Социализмла Ĕç Геройĕ В.В.Зайцев ертсе пынă. Вăл хĕрачана йывăр ĕçре курнă, Вăрнарти ялхуçалăх шкулне вĕренме кайма сĕннĕ. Унта пĕр çулталăк вĕренсе Настя пахчаçă профессине алла илнĕ, колхозри садпа пахча бригадинче ĕçлеме пуçланă. Ĕçчен хĕре ял каччи - Михаил Емельянов куç хывнă, ăна хăйĕн мăшăрĕ пулма суйласа илнĕ. Михаил Степанович та «Победа» колхозра ĕçленĕ. Нумай çул комбайнерта вăй хунă, мăшăрне те хăй çумне пулăшакан пулма явăçтарнă. Пурпĕрех малалла вĕренес шухăша асран кăларман Анастасия Сергеевна. Куçăмсăр майпа Улатăрти ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, бухгалтер профессине алла илнĕ. Ун хыççăн  Перекет банкĕн Аслă Пăла Тимешри уйрăмĕнче контролер пулса 15 çул ĕçленĕ.

Килĕшÿллĕ мăшăр 5 ача çуратса ÿстернĕ. Асли, Петр - куç врачĕ, Шупашкарта пурăнать. Федор - инженер, Ульяновскра ĕçлет. Вĕрентекен профессине суйласа илнĕ Надежда çемйипе Комсомольски районĕнче пурăнать. Юрий - ялта, вăл хăйĕн хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе янă. Унăн 6 мăнук. Шел пулин те, Юрийпе йĕкĕреш çуралнă Гера вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. 4 çул каялла Настя аппа мăшăрне те çухатрĕ. Халĕ хуçалăха хăй тытса пырать. Выльăх-чĕрлĕх усрать, алă ĕçĕ тăвать - тĕрĕ тĕрлет, алса-чăлха çыхса сутать, хур мамăкĕнчен утиялсем çĕлет. Настя аппан кил-çуртĕнче, пахчинче темĕн тĕрлĕ чечек те ÿсет. Çурхи ĕçсем пуçлансан унăн хапхи умĕнчен çын татăлма пĕлмест. Мĕншĕн тесен вăл çитĕнтерекен тĕрлĕ сортлă помидор, купăста, пăрăç калчисене хамăр район çыннисем анчах мар, Патăрьел районĕнче пурăнакансем те хапăлласа туянаççĕ. Пурин кăмăлне те туллин тивĕçтерет чĕкеç пек ĕçчен, пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм.

Пархатарлă ĕçшĕн Анастасия Сергеевна «Ĕç ветеранĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ятсене, нумай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Унран вĕренмелли питĕ нумай. Хăй тăвакан ĕçĕсемпе, пурнăçăн кашни саманчĕпе савăнма пĕлет вăл...

З.ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика