Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район команди - çĕнтерÿçĕ

10 марта 2016 г.

Район команди - çĕнтерÿçĕ

Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн Елчĕкри Ардалион Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче республикăри çамрăк штангистсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

1999 çулта çуралнă тата çамрăкрах йывăр атлетсен республикăри ăмăртăвĕнче 7 районти 80 яхăн çамрăк спортсмен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Ăмăртăва уçнă май, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков çамрăксене ăнăçу суннă, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сĕннĕ. Вăл район ертÿлĕхне çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарма тивĕçлипе тăрăшнăшăн тав тунă. Сергей Сильвестрович йывăр атлетикăна аталантарассинче вăй-халне шеллемен Ардалион Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ертÿçине Роберт Григорьева, тренерне Анатолий Убасева министерствăн Хисеп грамотисене парса чыс тунă. Çавăн пекех Чăваш Енĕн Минспорчĕн Хисеп грамотине «Чăваш Республикин йывăр атлетика федерацийĕ» общество организацийĕн вице-президенчĕ Станислав Иванов та тивĕçнĕ. Çамрăк йывăр атлетсен республикăри ăмăртăвне хутшăнакансене район пуçлăхĕ, йывăр атлетикăн районти федерацийĕн ертÿçи Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, Чăваш Енри йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Геннадий Иванов та саламланă.

Республикăри ăмăрту хĕрÿ иртнĕ. Унта хутшăнакан кашни атлет хăйĕн ăсталăхне, пултарулăхне кăтартма тăрăшнă. Çапах та ăнăçу Елчĕксен енче пулнă. Йывăр атлетсен районти пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш вырăна тухса кубока çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Патăрьел районĕпе Шупашкар хулин йывăр атлечĕсем тивĕçнĕ.

Пирĕн районăн çамрăкĕсем хăйсен виçисенче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ. Уйрăмах Алексей Панкратов, Артур Сахров, Алексей Носов, Мария Яковлева, Валентина Абрамова, Ксения Яковлева, Юлия Веникова, Марина Артемьева ăнăçлă ăмăртнă, çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Даниил Казеев, Максим Марков, Вадим Воробьев, Владимир Семенов, Александр Ильин, Сергей Миллин призерсен йышне кĕнĕ. Андрей Портнов, Сергей Григорьев, Алексей Синев, Михаил Дмитриев районăн пĕрлештернĕ командин пухмачне паха очкосем илсе килнĕ.

Районти йывăр атлетсене ăмăртăва Виталий Марков, Александр Портнов, Анатолий Убасев, Борис Клементьев тренерсем хатĕрленĕ.

А.КАРЛИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика