Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем - сывă пурнăç йĕркишĕн

27 февраля 2016 г.

«Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче «вĕри точкăсенче» çапăçнă ветерансемпе инвалидсен, вĕсен çемйисен спартакиади иртнĕ.

Спартакиадăна Елчĕк, Муркаш, Шăмăршă, Тăвай, Патăрьел районĕсенче, Шупашкарпа Канаш хулисенче пурăнакан 75 ытла ветеранпа вĕсен çемйисем хутшăннă.

Спартакиадăн программи анлă пулнă - спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче кашниех хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшнă.

Шывра ишессипе арçынсенчен Ю.Львов /Канаш хули/, Ю.Петров /Тÿскел/, В.Иванов /Шупашкар/, хĕрарăмсенчен Э.Смирнова /Курнавăш/, арçын ачасенчен Данилпа Кирилл Смирновсем /Курнавăш/, хĕрачасенчен А.Албарцева /Таяпа Энтри/ палăрнă.

Кире пуканĕ йăтакансенчен В.Иванова /Шупашкар/, Ю.Петрова /Тÿскел/, Ю.Кантеева /Аслă Елчĕк/, А.Кадышевăна, Э.Григорьевăна /Елчĕк/, М.Спиридоновăна /Курнавăш/ çитекенсем пулман.

Шашкăлла выляссипе ăнăçу Н.Сайкин /Елчĕк/, Ю.Королев /Шупашкар/, Ю.Кантеев /Аслă Елчĕк/, Э.Смирнова /Курнавăш/, Г.Цветкова /Тăвай/, М.Спиридонова /Курнавăш/, нардăлла выляссипе Г.Матвеев /Шупашкар/, Н.Николаев, Е.Цветков енче пулнă.

Дартспа Ю.Петров /Тÿскел/, В.Иванов /Шупашкар/, П.Анисимов /Кавал/, Н.Бобина /Аслă Елчĕк/, С.Кузнецова /Чăваш Тăрăм/, М.Спиридонова /Çĕнĕ Пăва/ çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ.

Спартакиадăра автомата салатса пуçтарас енĕпе ирттернĕ ăмăртура К.Петров /Муркаш/, В.Павлов /Шупашкар/, В.Светопольский /Курнавăш/, В.Албарцев /Таяпа Энтри/, Е.Анисимова /Кавал/, И.Аникина /Тÿскел/ вăр-вар тулнипе палăрнă.

Стрелоксем те хастар. П.Кузнецов /Аслă Таяпа/, В.Павлов /Шупашкар/, К.Петров /Муркаш/, В.Албарцева /Таяпа Энтри/, А.Смирнова /Курнавăш/, И.Аникина /Тÿскел/ пăшалпа тĕл персе малтисен йышне кĕнĕ.

Мини-футбол енĕпе Шупашкар хулин, «Доблесть», Елчĕк районĕн, канат туртассипе арçынсен «Доблесть», Шупашкар хулин, Елчĕк районĕн, хĕрарăмсен Курнавăш ялĕн, Елчĕк ял тăрăхĕн командисем - çĕнтерÿçĕсемпе призерсем.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе, командăсене кубоксемпе чысланă.

Çавăн пекех спартакиадăра ветерансен юхăмне активлă хутшăнакансене, çамрăксене патриотла воспитани парассинче вăй-хала шеллеменнисене медальсем, П.Анисимова Пĕтĕм Раççейри ветерансен организацийĕн Хисеп паллине панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика