Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-интернационалистсене халалласа

17 февраля 2016 г.

Воин-интернационалистсене халалласа

Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Юрий Юлисович Львов воин-интернационалист парнисене çĕнсе илессишĕн саккăрмĕш хут районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Ăмăрту кунĕ иртенпех хĕвел пăхрĕ, çанталăк лайăх тăчĕ. Ачасем пурте хаваслă. Вĕсене хавхалантарма ашшĕ-амăшĕ те, ял халăхĕ те пухăннă.

Ăмăртăва хутшăнакансене тата курма килнĕ çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, Афган вăрçин участникĕ Ю.Львов, Канашри «Экопласт» ООО директорĕ А.Афанасьев, шкул директорĕ В.Малов саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.

Чăваш Тăрăмĕнче иртекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне кăçал 14 шкул команди хутшăнчĕ, пурĕ 192 ача. Вĕренекенсем 6 ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Чи малтан старта пуçламăш класс ачисем тухрĕç. Хĕрачасен ушкăнĕнче Д.Ванюшинăна /Таяпа Энтри/ çитекенни пулмарĕ. А.Кантеева /Аслă Елчĕк/ - иккĕмĕш, В.Федорова /Çирĕклĕ Шăхаль/ виççĕмĕш пулчĕç. Арçын ачасем хушшинче çĕнтерÿçĕсен ятне А.Савинов /Çирĕклĕ Шăхаль/, В.Миллин /Патреккел/, виççĕмĕш вырăна иккĕн - К.Сайкинпа /Патреккел/ Ю.Прокопьев /Аслă Елчĕк/ илчĕç.

5-7 класс хĕрачисем хушшинче А.Удалова /Хăвăлçырма/, А.Галкина /Елчĕк/, Д.Мохова /Аслă Елчĕк/ çĕнтерме пултарчĕç. Арçын ачасенчен чи маттурри - М.Афанасьев /Аслă Елчĕк/, В.Воробьев /Таяпа Энтри/ - иккĕмĕш, К.Кузнецов /Чăваш Тăрăм/, Н.Александров /Лаш Таяпа/, А.Чернов /Таяпа Энтри/ - виççĕмĕшсем.

Аслă классенче вĕренекенсен тупăшăвĕнче Е.Агеева /Елчĕк/ çĕнтерÿçĕ, Ю.Адюкова /Елчĕк/, И.Портнова /Таяпа Энтри/ - призерсем. Арçын ачасен ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕ П.Галкин /Елчĕк/, В.Кузьмин /Хăвăл-çырма/ - иккĕмĕш, А.Даниловпа В.Галкин /Елчĕк/ виççĕмĕшсем пулчĕç.

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ питĕ хĕрÿ иртсе кайрĕ. Пурте мала тухма тăрăшрĕç. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн çакă палăрчĕ: Елчĕк команди çĕнтерÿçĕ, Аслă Елчĕк - иккĕмĕш, Лаш Таяпа - виççĕмĕш. Тĕп шкулсем хушшинче Хăвăлçырма шкулĕн команди - пĕрремĕш, Патреккел - иккĕмĕш, Чăваш Тăрăм - виççĕмĕш. Куçса çÿрекен кубок Елчĕк командинчех юлчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Ю.Львовпа А.Афанасьев дипломсем, медальсем, кубоксем парса чысларĕç. Чи çамрăк йĕлтĕрçĕсем те, С.Окружновăпа К.Михайлов, парнене тивĕçрĕç. Ăмăртăва хутшăннă ачасемшĕн çак кун чăн-чăн уяв пулчĕ. Вĕсем хăйсен вăйĕсене тĕрĕслесе пăхрĕç.

Юлашкинчен Л.Левый тата В.Малов чупăва йĕркелесе ирттерме пулăшнă Афган вăрçин участникне, Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче вăй хуракан Ю.Львова, Канашри «Экопласт» ООО директорне А.Афанасьева, Аслă Таяпари В.Медведева тав турĕç.

Г.МАЛОВА,
вĕрентекен.

Сăнÿкерчĕкре: Ю.Львовпа А.Афанасьев ăмăрту çĕнтерÿçисемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика