Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирвайхи лириксенчен пĕри

13 февраля 2016 г.

Пирвайхи лириксенчен пĕри

XIX ĕмĕр вĕçĕнче чăвашсен çырулăх поэзийĕ пĕрремĕш утăмсем тума пуçланă темелле. Маларах паллă мар авторсен вунна яхăн сăввине çеç асăнма пулать. Сăвăçсен шучĕ хăвăрт ÿсме тытăнать. Михаил Федоровпа Константин Иванов тапхăрĕсем хушшинчи поэзи пуянлăхĕнче Турхан Хĕветĕрĕн /1876-1932/ тÿпи сумлă курăнать. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, поэтăн 32 сăвви упранса юлнă. Çак поэтăн пултарулăхне юлашки тапхăрта чылай тĕпченĕ пулин те унăн ĕçĕсенче «шурă пăнчăсем» самаях-ха. Чи малтан вăл хăçан çырма пуçлани халĕ те паллă мар. «Поэт упраннă сăвăсене 1897-1905 çулсенче çырнă», - тесе вулама пулать тĕрлĕрен тĕпчев ĕçĕсенче. Анчах çак сăмахсене логика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс тесе калама ниепле те май çук. 1897 çулта Турхан Хĕветĕрĕ çемьеллĕ пулнă ĕнтĕ. Çемьеллĕ, хуçалăхлă çыннăн вăл вăхăтра сăвăсем çырма майсем пулнă-и-ха? Çакă питĕ ик-кĕленÿллĕ. Танлаштарса пăхма Константин Иванов е Габдулла Тукай вăл çулсенче паллă сăвăçсем пулнине шута илесшĕн. Тепĕр енчен Хĕветĕр шăллĕ - Энтри 17-ре чухне поэзи анинче самаях сулмаклă утăмсем тунине те шута илмелле кунта. Анчах Энтри вăл вăхăтра вĕреннĕ, Хĕветĕр вара 15 çула çитнĕ çĕре тÿрремĕнех çĕр ĕçĕпе аппаланма тытăннă, вырăс поэчĕсен хайлавĕсемпе паллашма та каярах юлнă ĕнтĕ. Турхан Энтри те Хĕветĕр тетĕшĕ сăвă çырни пирки каланине илтмен. Çапла вара поэтăн хĕрÿ пултарулăх тапхăрĕ тем тесен те вăл Курнавăшри пуçламăш шкулта вĕреннĕ вăхăт тата ун хыççăнхи темиçе çул çине лекмелле пек. Сыхланса юлнă сăввисене пурне те 1897 çулччен çырни те çавăн çинчен калать. Поэтăн чылай сăввисене Турхан Яккăвĕ ку манăн шăллăмăн сăввисем тесе XIX ĕмĕр вĕçĕнче Н.И.Ашмарина пани паллă. Паллă ĕнтĕ, чăвашла сăвăсем пулас поэт аллине вăл вăхăтра питĕ сахал лекнĕ е пачах та пулман вĕсем. Ăсталăха Хĕветĕр чăваш халăх юррисенчен, аслă пиччĕшĕн - Турхан Яккăвĕн сăввисенчен тата вырăс классикĕсенчен - А.С.Пушкинран, М.Ю.Лермонтовран, И.А. Крыловран вĕренсе пыни куçкĕрет. Çакна вăл пейзаж, юрату, философи лирикин сăввисемпе пĕрлех чăваш поэзийĕнче сатира жанрне чĕртсе ярас тĕлĕшпе те вăй хуни çирĕплетет. Поэт сăввисем халĕччен сахал пичетленнĕ. «Юмăç» сăвă 1903 çулта Хусанта «Чăваш календарĕнче» пичетленсе тухнă.

Çак сăвă пирки уйрăммăн каласа хăварас килет. Хĕветĕрĕн ытти сăввисемпе танлаштарсан ăна пачах урăхла стильпе çырнă. Ытларах Турхан Яккăвĕн сăввисене аса илтерет вăл. Поэтсен шăллĕ Турхан Энтри аса илнĕ тăрăх ку сăвă Хĕветĕрĕн мар, аслă пиччĕшĕн пулма пултарнă.

Кунта Турхан Яккăвĕ /1874-1938/ çинчен тĕплĕнрех каласа хăварни вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп. «Турхан Яккăвĕ литература ĕçне 1896 çулта тытăннă. Вăл чăваш поэзийĕнче пейзаж, философи лирикине пуçарса ярать, унăн гражданла лирика тĕслĕхĕсем те чылай. «Варуççи» поэмăра эпосла жанр уйрăмлăхĕсем палăраççĕ», - тенĕ «Революцичченхи чăваш литератури» кĕнекин пĕрремĕш томĕнче. 1895-1908 çулсенче Я.Турхан Астрахань облаçĕнчи Ханская Ставка ятлă вырăс ялĕнче тата Пушкăрт Республикинчи Слакпуçпа Пишпÿлек ялĕсенче учительте ĕçленĕ.

«1908 çулта Я.Турхан чиркÿре ĕçлеме тытăннă», - тесе çырнă М.Юрьевăн «Чăваш писателĕсем» кĕнекинче /Ш., 1968/.

Турхан Хĕветĕрĕнни пекех кунта та темшĕн çулсене тĕрĕс мар кăтартни курăнать. Турхан Энтри /1888-1972/ аса илнĕ тăрăх, Турхан Яккăвĕ чиркÿре ĕçлеме ĕмĕр пуçламăшĕнчех тытăннă. 1905-1907 çулсенче Турхан Энтри пиччĕшĕ патĕнче, Тăвайĕнче пытанса пурăннă, утарта ĕçленĕ. Ун чухне Яков Турхан священник çемьеллĕ пулнă ĕнтĕ, темиçе çул чиркÿре вăй хунă. Çапла вара 1908 çулта çеç ниепле те чиркÿре ĕçлеме пуçлайман вăл.

Чиркÿре ĕçлеме тытăнсан Я.Турхан çырма пăрахнă, мĕн çырнисене, çав шутра шăллĕн сăввисене те тĕрлĕ çĕре салатса пĕтернĕ. «Юмăç» сăвва вăл Хусанти тĕн академийĕ çумĕнчи миссионерсен курсĕнче вĕреннĕ чухне шăллĕ ячĕпе «Чăваш календарĕ» валли парса хăварнă пулать. Çакăн пек тĕслĕхсем тата та пулнă унăн пурнăçĕнче. Хусанта чăвашсен «Хыпар» хаçачĕ тухма тытăнсан тепĕр хайлавне - «Варуççи» поэмăна вăл шăллĕне, Энтрине парса янă, хăйĕн ячĕпе хаçатра пичетлеме хушнă. Анчах шăллĕ, вăл вăхăтра хăй те хаçата псевдонимпа çырса тăнăскер, хăй ятне лартман. Çапла вара поэма 1906 çулта «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ /20 №/. Унăн авторне Турхан тесе çеç палăртнă. Турхансен çемье легенди тăрăх çырса пĕтермен хайлавĕсене поэт-священник хăйĕн юратнă вĕренекенне - Иванов Кĕçтенккине парса хăварнă пулать.

Çÿлерех асăннă тĕслĕхсене шута илсен çакна ĕненме те майсем пур. Якку кăшт каярах татах çырма пуçлани паллă, анчах нимĕн те пичетлемен. 1935 çулта Хусанта арестленĕ хыççăн НКВД çыннисем унран алăпа çырнă 3 кĕнеке, 15 хулăн тетрадьпе блокнот туртса илнĕ. Вĕсем пурте НКВДра пăчланнă. Тата темиçе тетраде вăрçă хыççăн ачасем Турхан Яккăвĕн пулнă кивĕ вĕлле стенисем хушшинче тупнă. Çак тетрадьсен малаллахи шăпи те паллă мар.

Турхан Хĕветĕрĕ 1876 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Кÿршĕ ялта -вăл вăхăтра вулăс центрĕ пулнă Курнавăшра пуçламăш пĕлÿ илнĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех тăван ялĕнче пурăннă, бухгалтерта, ялти пуçламăш шкулта /1912-1921/ учительте ĕçленĕ.

«Раççейри тĕн йĕркине тытса пыракан пиншер священник йышĕнче Турхан Хĕветĕрĕ те 1931 çулта репрессие лекет...», - тесе палăртнă В.Эктелĕн «Виçĕ Турхан - виçĕ тăван» кĕнекинче. Анчах та Турхан Хĕветĕрĕ священник пулни, çакă ăна арестлемелли сăлтав пулни пирки çирĕплетни чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Ĕçе юратакан, тăрăшуллă, çирĕп хуçалăх çынни пулнă май вăл кĕвĕçекенсен çăхавне пула, тарçă тытман пулин те, кулаксен шутне лекнĕ, ăна Улатăр вăрманĕнчи лагере янă. Унăн хĕрĕ Клавдия Федоровна /1912-2009/ каласа панă тăрăх, 1932 çулхи хĕлле питĕ хытă чирлесе лагерьтен ял çынни таврăннă, вăл тăванĕсене Хĕветĕре «вăрман çапса вĕлернĕ» тесе пĕлтернĕ, унăн пиншакне илсе килнĕ. Пиншакĕ çинче Хĕветĕрĕн юнĕпе пуç мими шăнса пăрланса ларнă пулнă. Шăпах çак пиншака, юнĕпе тата пуç мимипе пĕрле Хĕветĕр вырăнне ялти масара пытарнă та ĕнтĕ. 1995 çулта поэта реабилитациленĕ, чыслă ятне тавăрнă.

Евгений ТУРХАН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика