Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.Ф.Рыбкина асăнса - ăмăрту

13 февраля 2016 г.

Н.Ф.Рыбкина асăнса - ăмăрту

Патреккел ялĕнче шайбăпа хоккейла выляссине никĕсленĕ физкультура учительне Н.Ф.Рыбкина асăнса хоккеистсен районти уçă чемпионачĕ иртнĕ.

Турнира хутшăнакансене тата вăйăсене курма пынă çынсене район пуçлăхĕ П.Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый саламланă, турнира хутшăнакансене ăнăçу, сывлăх суннă.

Патреккел ялĕнче иртнĕ хоккеистсен районти уçă чемпионатне 6 команда - Патреккел, Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк, Тăрăм, Тÿскел тата Тĕмер ялĕсенчи хоккеистсем хутшăннă.

Вăйăсем çивĕч кĕрешÿре иртнĕ - кашниех мала тухма тăрăшнă. Çапах та Патреккелсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, куçса çÿрекен кубока çĕнсе илнĕ. Ик-кĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Аслă Елчĕк, Тÿскел ялĕсенчи хоккей вăййине юратакансем.

«Чи лайăх вратарь» ята А.Егоров /Тÿскел/, «Чи лайăх хÿтĕленсе вылякан» ята А.Чернов /Аслă Елчĕк/, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Г.Кузнецов /Патреккел/ тивĕçнĕ. Вĕсене ятарлă призсемпе чысланă.

Сăнÿкерчĕкре: вăйă саманчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика