Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕртăвансене асăнса

27 января 2016 г.

Лаш Таяпара Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса хĕллехи спорт тĕсĕсемпе ăмăртусем иртнĕ.

Ăмăртусене хутшăнакансене ДЮСШ директорĕ Р.Григорьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Князев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, Лаш Таяпари вăтам шкул директорĕ М.Меметова, педагогика ветеранĕ В.Яковлев, Лаш Таяпари чиркÿ настоятелĕ Силуан /Козлов/ иеромонах, журналистика ветеранĕ П.Сидоров, М.Кепечев ветеран, В.Меметов спонсор саламланă, спортсменсене ăнăçу суннă.

Шашкăлла выляса хăйсен ÿсĕмĕсенче М.Журавлева, С.Алексеев, Д.Айзетулова, А.Павлов çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Йĕлтĕрпе чупассипе Д.Мохова, А.Смирнов, Е.Агеева, А.Наумов палăрнă.

Хоккейла выляссипе Лаш Таяпасем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Аслă Елчĕксемпе Елчĕксем призерсен йышне кĕнĕ. Чи лайăх вратарь А.Князев, чи лайăх хÿтĕленсе вылякан А.Долгов, чи лайăх тапăнса вылякан И.Чернов тесе йышăннă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе медальсем, призсем парса чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика