Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх пысăк

23 января 2016 г.

Ăсталăх пысăк

Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем СССР спорт мастерĕсене И.Г.Уркина В.И.Филимонова асăнса ăмăрту ирттерчĕç.

Ăмăртăва районта ирĕклĕ майпа кĕрешме юратакансем хутшăнчĕç. Паллă спортсменсене асăнса ирттернĕ районти уçă чемпионата савăнăçлă уçнă вăхăтра унта пухăннисене хисеплĕ хăнасем - СССР спорт мастерĕ, Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ спорт ветеранĕ Н.И.Казначеев, наци кĕрешĕвĕн «Кĕрешÿ» федерацийĕн председателĕ В.П.Васильев, И.Г.Уркинăн ывăлĕ В.И.Уркин, çавăн пекех Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.З.Афанасьев, Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Н.Ф.Малышкин саламларĕç, спортра ăнăçусем сунчĕç.

Хĕрÿ кĕрешÿре Кушкăри вăтам шкулăн туслă команди çĕнтерчĕ, куçса çÿрекен кубока илчĕ. Аслă Елчĕксемпе Елчĕксем призерсен йышне кĕчĕç.

И.Г.Уркин ячĕллĕ Аслă Елчĕкри кĕрешекенсен шкулĕн уйрăм воспитанникĕсем те, Георгий Адюков тренер ертсе пынипе, ăнăçлă ăмăртрĕç. Хăйсен виçисенче Юрий Прокопьевпа Алексей Хушкин - пĕрремĕш, Антон Мешков, Станислав Мисяков, Кирилл Лазарев - иккĕмĕш, Денис Филимонов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç, дипломсемпе медальсене, асăнмалăх призсене тивĕçрĕç.

А.ФЕДОРОВ.

Сăнÿкерчĕкре: ăмăрту вăхăтĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика