Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну хăми уçрĕç

01 января 2016 г.

Асăну хăми уçрĕç

Пирĕн районта йывăр атлетика хисепре. 10 хутчен ЧАССР чемпионĕ пулнă Н.Мальков ертсе пынипе район команди иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче яланах малти вырăнсене йышăннă.

Йывăр атлетикăна районта пуçарса яраканĕ Николай Матвеевич Мальков пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарчĕç. Ăна хатĕрлеме Н.Мальковăн тăванĕ Виктор Ишмуратов хăй çине яваплăх илнĕ. Вăл хăйĕн сăмахне тытрĕ.

Иртнĕ шăматкун Н.Мальков пурăннă çурт умне унăн тăванĕсем, районти спортсменсем пухăнчĕç. Район пуçлăхĕ, йывăр атлетикăн районти федерацийĕн ертÿçи П.Скворцов спорт ветеранĕн кун-çулне аса илчĕ, районта йывăр атлетика енĕпе спорт мастерĕсен /халĕ вĕсем - 26/ йышĕ малашне те ÿсессе шанса тăнине пĕлтерчĕ.

Николай Матвеевич Мальков 1935 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Елчĕкре çуралнă. 1953 çулта Елчĕкри вăтам шкула, 1964 çулта куçăмсăр майпа Пĕтĕм Союзри индустри техникумне пĕтернĕ. 1956-1959 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. 1959-1960 çулсенче Елчĕк райĕçтăвкăмĕн собес пайĕн инспекторĕнче, 1960-1963 çулсенче Копейск хулинчи шахтăра, 1963-1965 çулсенче Елчĕкри Йăла комбинатĕнче ĕçленĕ. Унтан хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнă: «Урожай» ДСО райсовечĕн председателĕ /1965-1966, 1977-1979 çулсем/, Елчĕкри вăтам шкулти физкультура учителĕ /1966-1977 çулсем/. 1979 çултанпа Тутарстанри Камское Устье районĕнчи «Мир» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тăрăшнă.

Йывăр атлетика енĕпе «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин Тĕп Канашĕн 1959 çулхи чемпионачĕн призерĕ, 10 хутчен Чăваш АССР чемпионĕ.

Медальсене, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн, РСФСР Министрсен Совечĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт комитечĕн, РСФСР Халăха вĕрентес ĕç министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Асăну хăмине уçма, ашшĕне чыслама пухăннисене Н.Мальковăн ывăлĕ Виктор тав турĕ.

Çак кунах Н.Малькова асăнса йывăр атлетсен Çĕнĕ çул умĕнхи турнирĕ иртрĕ. Унта хăйсен виçисенче Ксения Яковлева, Алексей Панкратов, Артур Сахров, Артем Перцев, Алексей Носов /Кивĕ Эйпеç/, Юлия Веникова, Андрей Портнов, Павел Портнов /«Юман» спорт клубĕ/, Андрей Паршуков, Станислав Иванов /Çĕнĕ Пăва/, Максим Марков, Сергей Николаев /Патреккел/, Вадим Воробьев /Таяпа Энтри/, Станислав Пахомов /Çĕнĕ Шупашкар/ çĕнтерчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе тата Елчĕкри çамрăксен призĕсемпе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика