Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » П.Петрушкин призĕсемшĕн

23 декабря 2015 г.

П.Петрушкин призĕсемшĕн

Аслă Елчĕкре ĕçпе спорт ветеранĕн П.Петрушкинăн призĕсемшĕн кире пуканĕ йăтакансен районти ăмăртăвĕ иртрĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче районта кире пуканĕ йăтакансен спорчĕ вăй илме пуçланă. Çак тапхăрта районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче спортăн çак тĕсне кăмăллакансем йышлă пулнă - кире пуканĕ йăтассипе А.Горшковпа Ю.Миронов спорт мастерĕсен, П.Петрушкин, О.Федоров спорт мастерĕн кандидачĕсен ячĕсене тивĕçнĕ. Аслă Елчĕкри П.Петрушкин кире пуканĕ йăтассипе кăна мар, велоспорта та килĕштернĕ. Акатуйсенче тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешесси те уншăн ют пулман. Тивĕçлĕ канура пулин те, паянхи кун та спортпа туслă вăл - çамрăксене кире пуканĕ йăтассипе çыхăннă вăрттăнлăхсене алла илме пулăшать, хăй те тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнать, çитĕнÿсем тăвать.

Кăçал Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе ĕçпе спорт ветеранĕн П.Петрушкинăн призĕсене çĕнсе илессишĕн районти ăмăрту иртрĕ. Унта 2002-2003 çулсенче, 2004 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсем вăй виçрĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, кире пуканĕ йăтакансен республикăри федерацийĕн председателĕ Ю.Карпов, Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Н.Малышкин, П.Петрушкинпа унăн ывăлĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕ Александр саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртăва П.Петрушкинăн мăнукĕсем - 5-мĕш класра вĕренекен Екатерина тата иккĕмĕш класри Дмитрий пуçларĕç. Вĕсем хăйсен виçинче мала тухрĕç, дипломсемпе медальсене тивĕçрĕç. Пĕтĕмпе вара 70 яхăн çамрăк спортсмен помост çине тухрĕ. Вĕсем 43 кг çитичченхи тата 43 кг йывăртарах виçесенче тупăшрĕç.

2003-2004 çулсенче çуралнă, 43 кг çитичченхи виçере хĕрачасенчен М.Антонова /Елчĕк шкулĕ/ - пĕрремĕш, Д.Левая /Патреккел/ - иккĕмĕш, Д.Чернова /Елчĕк/ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çак ушкăнри арçын ачасенчен П.Уткин /Хăвăлçырма/, А.Александров, А.Сахров /Кивĕ Эйпеç/ призерсен йышне кĕчĕç.

43 кг йывăртарах виçере Е.Семенова /Кивĕ Эйпеç/, И.Казанова /Патреккел/, А.Смирнова /Кивĕ Эйпеç/, С.Волков /Хăвăлçырма/, Д.Московский /Патреккел/, П.Герасимов /Тăрăм/ палăрчĕç.

2004 çулта çуралнă тата çамрăкрах, 43 кг çитичченхи виçери спортсменсенчен Д.Московская, А.Карсакова /Патреккел/, К.Николаева /Курнавăш/, А.Афанасьев /Тăрăм/, Т.Пушков /Елчĕк/, Л.Яшин /Хăвăлçырма/, 43 кг йывăртарах атлетсенчен М.Хардова, А.Суркова /Елчĕк/, М.Смирнова /Патреккел/, С.Микихин, А.Ефимов, А.Мясников /Курнавăш/ çĕнтерÿçĕсемпе пиризерсем пулса тăчĕç. Тĕп шкулсен командисенчен Патреккелсем, Хăвăлçырмасем, Тăрăмсем, вăтам шкулсенчен Курнавăшсем, Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем мала тухрĕç.

Сăнÿкерчĕкре: Чăваш Республикинчи кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн председателĕ Ю.Карпов /сулахайра/ П.Петрушкин мăнукĕсене чысланă самант.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика