Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медальсемпе таврăннă

21 ноября 2015 г.

Тутарстанри Бугульма хулинче йывăр атлетика енĕпе Раççейĕн ХХ кубокĕ иртнĕ. Унта 30 çултан иртнĕ атлетсем хутшăннă. Кубокра Раççейĕн 36 регионĕнчен 150 ытла спортсмен ăмăртнă.

Турнира Чăваш Енрен те атлетсем хутшăннă. Унта пирĕн ентешсем - Раççей спорт мастерĕ Илья Ишмуратов, СССР спорт мастерĕ Юрий Балтаев ăнăçлă ăмăртнă, хăйсен ÿсĕмĕпе виçисенче призерсен йышне кĕнĕ.

Илья Ишмуратов 108 килограмлă виçере, 45-49 çулсенчи атлетсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă, икĕ енлĕ ăмăртса 254 килограмм йăтнă. Унăн юлташĕ Юрий Балтаев 94 килограмлă, 50-54 çулсенчи атлетсенчен виççĕмĕш вырăна тухнă, икĕ енлĕ ăмăртура 193 килограмлă снаряда парăнтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика