Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Петрова манмаççĕ

28 октября 2015 г.

12 çул каялла пурнăçран уйрăлнă, сĕтелçи тенниспа республикăра район чысне хÿтĕленĕ Николай Викторович Петрова асăнса районта ăмăрту иртрĕ. Ăна кăçал пиллĕкмĕш хут ирттерчĕç. Ăмăртăва йĕркелекенĕ тата спонсорĕ - Николай Петровăн кĕрÿшĕ Дмитрий Савинов.

Кăçалхи ăмăртура 80 ытла спортсмен хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Кашни сĕтел çинче кĕрешÿ çивĕч пычĕ. Çапах чи ăстисене пьедестал çинче курма май килчĕ. Хĕрарăмсенчен Надежда Савинова, Галина Казначеева, Алена Савинова, 40 çула çитичченхи ÿсĕмри арçынсенчен Александр Сыков, Александр Васильев, Владимир Ишмуратов, 40-60 çулсенчи арçынсенчен Виктор Демьянов, Михаил Нягин, Юрий Петров, ветеран арçынсенчен Зинон Мисяков, Василий Уразгильдин, Петр Козлов çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.

Арçынсем мăшăррăн та тупăшăва тухрĕç. Пĕрремĕш вырăнта - Александр Лапшинпа Владимир Ишмуратов, иккĕмĕшĕнче - Александр Сыковпа Александр Гаврушов, виççĕмĕшĕнче - Васильевсен çемйи.

Юлашки тапхăрта çамрăксем те сĕтелçи теннис вăййине кăмăллани савăнтарать. Вăтам шкулсен командисен йышĕнче 1998-1999 çулсенче çуралнă икĕ каччăпа пĕр хĕр, 2000 çулта çуралнă икĕ арçын ачапа пĕр хĕрача, тĕп шкулсен командисенче 2000 çулта çуралнă икĕ арçын ачапа пĕр хĕрача кĕрешĕве тухрĕç. Вăтам шкулсенчен Аслă Елчĕксем, тĕп шкулсенчен Кивĕ Эйпеçсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç, кубоксене тивĕçрĕç. Кĕçĕн Таяпа шкулĕн икĕ команди, Елчĕкри тата Лаш Таяпари шкулсем те призерсен йышне кĕчĕç.

Хăйсен ÿсĕмĕнчи çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсем, грамотăсем, хаклă призсем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика