Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиец призĕсемшĕн

07 октября 2015 г.

2000 çулхи Олимпиадăн бронза призерĕн В.Андреевăн пĕчĕк Тăван çĕршывĕнче - Лаш Таяпара хăвăрт утакансен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ.

Çак ăмăртăва 2001 çултанпа хамăр ентеш В.Андреев олимпиец йĕркелет. Кашни çулах пысăк хавхаланупа иртет вăл. Кăçал та унта Канаш тата Елчĕк районĕсенчи çĕре яхăн атлет старта тухрĕç.

Ăна савăнăçлă уçнă çĕрте ăмăртăва хутшăнакансемпе куракансене Чăваш Енĕн физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ С.Шелтуков, «Улăп» ФОК директорĕ Р.Григорьев, хăвăрт утакансен республикăри олимп резервĕсен шкулĕн директорĕн çумĕ О.Андреев, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ çынни В.Андреев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменсем тĕрлĕ дистанцире вăй виçрĕç. Кĕрешÿре кашниех палăрма тăрăшрĕ. Çапах та спортра вăйлисем çеç çĕнтереççĕ. 2000 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсем 1 çухрăмлă дистанцине тухрĕç. Кунта Канашсем палăрчĕç. А.Якимова, М.Егорова, А.Федотова, А.Степанов, Д.Тимофеев, С.Иванов çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.

2000-2001 çуралнă атлетсем 2 çухрăмлă дистанцире тупăшрĕç. Кунта Канаш районĕнчи Д.Григорьевăпа Е.Николаева пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Кĕçĕн Таяпари тĕп шкулти М.Скворцов воспитанникĕсем - А.Семеновăпа К.Бахомова пĕр вăхăт кăтартса виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Арçын ачасенчен пĕрремĕш вырăнта - Канаш районĕнчи Н.Васильев, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Елчĕкри К.Лазаревпа В.Галкин.

1998-1999 çулсенче çуралнă хĕрсемпе яшсенчен Елчĕкри вăтам шкулти В.Демьянов патĕнче ăсталăха туптакан В.Борисова, А.Борисова, Н.Романова пьедесталăн пĕтĕм картлашкине йышăнчĕç. Яшсенчен Канаш районĕнчи А.Васильева мала ирттерсе ярса Елчĕкри вăтам шкулти Романпа Родион Романовсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

1997 çулта çуралнă тата аслăрах атлетсенчен Канаш районĕнчи А.Васильев палăрчĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин дипломĕсемпе, медальсемпе чысларĕç. Вĕсем В.Андреев олимпиецăн призĕсене те тивĕçрĕç.

Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн В.Андреев олимпиецăн тăван çурчĕ çине Асăну хăми вырнаçтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика