Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн çулсем - пирĕн телей

15 июля 2015 г.

Пирĕн çулсем - пирĕн телей

«Хĕлле, çурхи е кĕрхи сулхăн çанталăкра Ира ĕçрен таврăннă çĕре ачасем е хам епле те пулин каланккана хутма тăрăшаттăмăр, - хăйĕнчен хушса хучĕ Николай Ивунарович эпир мăшăрĕпе калаçнă хушăра. - Мĕншĕн тесен ун чухне ялти сутуçăн сивĕ те кивĕ çуртра вырнаçнă лавккара ĕнтĕркесе кун каçма тивнĕ. Çапах та нăйкăшмастчĕ, ĕçне ытларах та ытларах хăнăхса пычĕ те, пурнăçĕн çирĕм пилĕк çулне суту-илĕве пачĕ...»

- Чăннипе илсен, ялта, киле таврăнсанах вĕри каланкка çумне тĕршĕнсен те, хама ырлăхра туйнă, - тет Ираида Дмитриевна, иртни патне таврăнса. - Ют хулана - Хусана, Чĕмпĕре е Чулхулана тавар илме кайсан тата ытларах шăнни те, асапланни те пулнă. Анчах, мĕн илсе килнине туянакансем ăшшăн тав тăватчĕç те, кăмăл çĕкленетчĕ. Манпа вăрах çул пĕрле ĕçленĕ Лидия Самакина та: «Эсĕ - пултаруллă хĕрарăм. Нихăçан та çурма пушă е пушăлла таврăнмастăн. Сентресем тулли пулни вара халăха илĕртет, плансене çăмăлрах тултарма пулăшать», - тесе савăнтаратчĕ час-часах. Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнчи ваккăн тавар сутакан предприяти директорĕ Рифкат Харисов та /каярахпа чылай çул райпо председателĕнче тăрăшнăскер/ пире ырласа-мухтаса  кăна тăратчĕ, хавхалантарса пыратчĕ.

Хамăр та, çав вăхăталла  районти яваплă вырăнсенче ĕçленĕрен, Ираида ăста сутуçă кăна мар, хăюллă ĕçйĕркелÿçĕ пулнине аван астăватпăр. Вăл ĕçленĕ хуçалăх магазинĕ тавар туллилĕхĕпе таврари халăха хăй патне туртатчĕ. Унтан хуçалăхра кирлĕ пулакан япаласемпе строительство  материалĕсене туянма Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕсем кăна мар, кÿршĕри Пăва районĕнче пурăнакансем те тăтăшах килсе çÿретчĕç. Вĕсем, Лидăпа иккĕшĕ, çĕнĕрен илсе килнĕ тавар çинчен пайщиксене çийĕнчех пĕлтерме те, кăмăллăн сĕнме те пĕлнĕрен туянакансемшĕн çывăх тăван пекехчĕ. Çавна май вĕсен тавар çаврăнăш планĕ тулманни те, пай укçи пухмалли кăтарту пурнăçланмасăр юлни те нихăçан та пулман. Ĕçленĕ чĕрĕк ĕмĕр хушшинче кассăра пĕр тенкĕ тухманни е ытлашши пулни пирки  те астăвакан çук. Ахальтен мар Ираида Дмитриевна темиçе хутчен те «Районти чи лайăх сутуçă», «Потребитель пĕрлешĕвĕн отличникĕ» ятсене тивĕçнĕ.

- Паян хулара кăна мар, ялта пурăнакан та мĕн кирлине самантрах туянма пултарать. Анчах ун чухне тавар çитменни пире те, пайщиксене те ура хуратчĕ, - аса илет потребкоопераци тата ĕç ветеранĕ. - Çурт-йĕр, картиш-хуралтă тумалли материалсене, йăлара кирлĕ техникăна /сивĕтмĕш, япала çумалли машина тата ыттине те/ черетпе, маларах саккас панипе кăна туянма пулнă. Çитменнине вĕсене уйăракан базăсенче пысăк черетчĕ, склад хуçисем хăйсен çыннисене маларах е ытларах пама та вăтанман. Эпĕ вара, пуринчен те хăюллăрах, çирĕпрех ыйтакан пулнăран-ши, тепĕр чухне эшелонпа тенĕн, тăватă-пилĕк машинăпа тиесе килеттĕм. Манпа пĕрле тăтăшах тĕрлĕ хулана, фабрика-завода çÿренĕ Юрий Федоров водитель кашни рейсранах кăмăллă таврăнатчĕ. Тепĕр чухне çав хаклă таварăн пĕр пайне /цемент, кирпĕч, çивитти таврашне/ маларах заявка панă хуçалăхсене килех леçсе параттăмăр та иксĕмĕр те пысăк тава тивĕçеттĕмĕр. Шăпах çавсем ?суйлавçăсем/, хăйсем ыйтнине тивĕçтернине шута илсе пулĕ ĕнтĕ, мана Аслă Пăла Тимеш ял канашĕн депутатне те суйланă. Анчах халăх шанăçĕ ман çине хушма ĕçсем те тиемен мар. Вăхăт хĕсĕкрех пулсан та сессисене çÿреме, суйлавçăсем лартакан тата ĕçтăвком тăратнă хушусене пурнăçлас енĕпе пикенсех ĕçлеме тиветчĕ... Çав вăхăтрах хамăн та райпо тата район умĕнчи хисеп хушăннă пулĕ ĕнтĕ. «Победа» колхозпа райпо килĕшсе пирĕн валли, чи малтисенчен пĕри пулса, типлă хуçалăх магазинĕ туса пачĕ. Унта ĕç условийĕсем те, складсемпе суту-илÿ вырăнĕсем те çĕнелсе улшăнчĕç. Çакă пире тата тăрăшарах ĕçлеме, пайщиксен ыйтăвĕсене туллинрех пурнăçлама хистесе тăчĕ.

- Паян çĕнĕрен ĕçлеме тытăнас пулсан ăçталла туртăннă пулăттăр эсир?

- Ним калама та пĕлместĕп. Анчах халĕ тавар сутакан дефицит /çитмен япала/ мĕн иккенне пĕлмест вĕт. Райпоччен темиçе çул маларах колхозри складсен заведующийĕ пулнă çулсенче те çавна туйса тăнăран ирĕк  суту-илÿ системинче çăмăлрах пулĕ тесе шутлатăп. Вĕсен хушшинчи тупăшу пурри сана çаврăнăçуллăх, халăхпа çывăхрах пулма хистет кăна пек туйăнать мана.

- Эсир хăвăра телейлĕ тесе шутлатăр-и?

- Тÿп-тÿрех, пĕр пытармасăр калатăп: манăн шăпам ырă та кăмăллă пулчĕ. Эпĕ колхозра та, райпо системинче те хисеплисенчен пĕри пултăм. Питех те мăнаçлă «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята кăна та темиçе хутчен панă. Паян та, хам пекех сумлă Коля мăшăрăмпа /вăл нумай-нумай çул пĕр инкек-сикексĕр водительте тăрăшрĕ/ килĕштерсе пурăнни, унпа тăватă хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларни телей мар-им; Çавна пулах, тен,  кĕркунне çитмĕл пиллĕк тултаратăп пулсан та, сывлăх енĕпе  хама чиперех туятăп.

- Сумлă  юбилее халех хатĕрленме пуçламан пулĕ те... Килĕрте уяв умĕнхи лару-тăру пек туйăнать. Ывăлăрпа кинĕр ахаль те тирпейлĕ те хитре кил-çурта тата ытларах хăтлăх кĕртеççĕ.

- Пытарар мар пуль эппин, Коля, - мăшăрĕ çумнерех пычĕ Ираида Дмитриевна. - Ачасемпе тăвансем çитес шăматкун «Ылтăн туя» пухăнасшăн. Эпир пĕрле пурăнма тытăннăранпа çур ĕмĕр - аллă çул çитрĕ. Алран-алла тытса, çамрăк чухнехи пек пĕр-пĕрне куçран пăхса вальс ташласа пама тиветех пулĕ. Çамрăксем те пирĕн пек телей курччăр, савăнччĕр, пĕр-пĕрне ăмсанччăр тесе...

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕнче: Ираидăпа Николай Емельяновсем - ĕç ветеранĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика