Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш пурнăçĕн вăчăри

08 июля 2015 г.

Чăваш халăхĕ хăйтĕллĕнлĕхне тата хăйĕн культурине хаклама тытăннин çулĕ вăрăм пулнă. Вăл сĕм авалах, пинçуллăх пуçламăшĕнче, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче пăлхарсен йăхĕсем - чăвашсем халь пурăнакан территорийĕнче пуçланса кайнă. Истори çапла ĕнентерет: пин çул ытла каялла Вăтам Атăл çинче, пилĕк ĕмĕре яхăн вăйлă аталаннă патшалăх - Атăлçи Пăлхар пулнă. Вăл пуçланса кайнинче тата çирĕпленнинче, Атăл-Кама малалла аталаннинче çиччĕмĕш ĕмĕрте Вăтам Атăл тăрăхне Азов тинĕсĕ таврашĕнчен тĕрĕк чĕлхиллĕ пăлхар йăхĕсем куçса килни тĕп вырăн йышăннă.

Истори ăслăлăхĕнче çакăн пек шухăш çирĕпленнĕ: 922 çулта Амуш, Атăлçи пăлхарсен патши, тĕрлĕ йăха пĕрлештерме тата патшалăх тума пуçланă. Святослав, Киев княçĕ, хазарсен çĕршывне çапса аркатнă хыççăн Атăлçи пăлхарсем хазарсен пăхăнăвĕнчен йăлтах хăтăлнă. Пăлхарсен çĕршывĕ Хĕвелтухăç Европăпа Хĕвелтухăçне çыхăнтарса тăракан суту-илỹ çулĕсем çинче вырнаçнă пулнă. Çавна пула вăл Арабсен Халифат, Византи тата Руç патшалăхĕсемпе суту-илỹ тума пуçланă.

1006 çулта Руçпа алă пусса çирĕплетнĕ суту-илỹ килĕшĕвĕ патшалăх тытăмне çирĕплетме май панă. 1229 çулта вара мирлĕ килĕшỹ тунă. Çакна тума тутар-монголсем тапăнса килес хăрушлăх чылай пулăшнă. Палăртса хăвармала: вĕсем Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ çине Европăри çĕршывсем хушшинче чи малтан тапăннă, вĕсем çĕршывăн Пăлхар, Пиляр тата ытти пысăк хулине çĕрпе тан тунă; 1241 çулта пăлхарсен патшалăхне йăлтах аркатнă. Çапах та ку çĕршыв вăхăт юхăмĕнче ирĕлсе кайман. Ылтăн орда ханствин шутне кĕнĕ хыççăн та Атăлçи культурине аталантарма витĕм кỹнĕ. Майĕпен, 13 ĕмĕрте, Пăлхар патшалăхĕ экономика тата политика енчен çĕнелсе вăй илме пуçланă. Кунталла тата нумай çĕршывран, чылай аякра вырнаçнă Индипе Китайран та, купсасем туртăнма пуçланă. Патшалăх çирĕпленсе çитнĕ май хăйĕн укçине те çапма пуçланă. Çакă вăл аталану вăхăчĕ пулнă. Пĕр иккĕленмесĕрех çапла калама пулать: Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ Вăтам Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен пĕрремĕш патшалăх чăмăртанăвĕ пулса тăнă.

2020 çулта Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленетпĕр. Манар мар: ун чухне Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ чăмăртаннăранпа шăпах 1125 çул пулĕ. Çак хисепсенче - авалхи тата паянхи чăваш пурнăçĕн вăчăри.

Н.СМИРНОВА.

("Хыпар").

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика