Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нихăçан та манмăпăр

08 июля 2015 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне, авиаци генерал-майорне Андриян Григорьевич Николаев космонавт-летчике халалласа ирттернĕ астăвăм митингне хутшăннă.

- Космонавт сăнарĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕр упранĕ. Унăн тĕнче уçлăхне алла илес ĕçе хывнă тỹпи виçесĕр пысăк. Андриян Николаевăн чун хавалĕ питĕ çирĕп, вăл чăтăмлă, хăюллă, çав вăхăтрах питĕ сăпайлă çын пулнă, - чăваш çĕрĕ ỹстернĕ тĕлĕнмелле çынна ентешĕсем нихăçан та манас çуккине палăртса каланă Михаил Васильевич. - Вăл чи кăткăс тĕллевсене те туллин пурнăçа кĕртме пултарнă. Андриян Григорьевич Чăваш Ене, тăван халăха юратнă. Унăн ячĕ истори страницисенче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ. Тĕнче уçлăхне малтисен шутĕнче парăнтарнă ентешĕмĕрĕн паттăр шăпи çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентет. Çакнашкал ырă тĕслĕхсен витĕмĕ çĕнĕ ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшать.

Митинг хыççăн пухăннисем Андриян Николаев вилтăприйĕ çине чечексем хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика