Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейри турнирта виççĕмĕш

03 июня 2015 г.

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Олимп вăййисен чемпионĕн Николай Колесниковăн парнисене çĕнсе илессишĕн йывăр атлетсен Пĕтĕм Раççейри XVII турнирĕ пулса иртнĕ.

Унта Чăваш Республикинчи районсемпе хуласенчи, çавăн пекех Тутарстанри тата Удмуртири чи вăйлă атлетсем пуçтарăннă. Арçынсемпе хĕрарăмсем тĕрлĕ виçесенче наградăсен 16 комплекчĕшĕн кĕрешнĕ. Çавăн пекех 23 çул тултарман каччăсемпе хĕрсем хушшинче те медальсене вылянтарнă.

Елчĕк районĕнчи атлетсем çак ăмăртусенче ăнăçлă тупăшнă. Кăçал уйрăмах Алина Панкратова савăнтарать. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăл Пушкăрт Республикинче иртнĕ Раççейри вĕренекенсен VII спартакиадинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнĕ Шупашкарта çитĕннисемпе çамрăксем хушшинчи икĕ ăмăртура та вăл пĕрремĕш вырăна тухнă. Полина Андреева, Артем Перцев тата Эдуард Миронов та ăмăртура иккĕмĕш призер пулса тăнă. Александр Марков пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине икĕ хутчен хăпарма тивĕç пулнă. Вĕсем пурте Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулта ĕçлекен В.Марков воспитанникĕсем шутланаççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти ăмăртура Н.Молоствов тренер воспитанникĕсем В.Зайцев та Н.Конюков иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Чăваш Республикинче мала тухмалли ăмăртура Елчĕк район команди виççĕмĕш вырăна тухнă.

/Кивĕ Эйпеç шкулĕн сайтĕнчен/.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика