Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн республика. Тĕп тема

30 мая 2015 г.

Пирĕн республика. Тĕп тема

Инвестици проекчĕсем, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, кадрсем хатĕрлесси. Эфира тухнă “Пирĕн республика. Тĕп тема” телепрограммăн виççĕмĕш кăларăмĕнче çак темăсене хускатнă.

Пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшÿ пулсан

 “Хушăнаççĕ ман çулсем,
Кĕç пулать вунçиччĕ.
Ун чухне ăçта ĕçлем,
Мĕнле пулĕ ĕçĕ;“

Владимир Маяковский сăввинчен илнĕ йĕркесенчи шухăшсем шкулсенчен вĕренсе тухмалли экзаменсем тытнă вăхăтра уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен пур ĕçе те кадрсем, вĕсен професси ăсталăхĕпе хатĕрленĕвĕ татса параççĕ. Çавăнпа кадрсем вĕрентсе хатĕрлесси шкул çулĕсенченех пĕлтерĕшлĕ ыйту шутланать. Вăл пурнăçа, чăн-чăн экономика секторне аталантармалли никĕс пулса тăрать.

Специалистсем хатĕрлемелли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри вара вĕренÿ заведенийĕсем çумĕнче ресурс центрĕсем туса хуни пулать. Вĕсене ĕçпе тивĕçтерекенсемпе педагогика коллективĕсем пĕрле хатĕрлеççĕ. Чăваш Енре ку тĕлĕшпе иртнĕ çулсенчех тĕллевлĕ ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. Çапла, 2013 çултах “Элара” УАОпа Шупашкарти электромеханика колледжĕ кадрсем хатĕрлессипе пĕрле килĕштерсе ĕçлес пирки килĕшÿ тунă.

Михаил Игнатьев, колледжăн вĕренÿ мастерскойĕсене пăхса çаврăнса, ырласа илмесĕр чăтса тăрайман: “Пĕтĕмпех “Элара” цехĕсенчи пекех кунта, çавăн евĕрлех сĕтел-пукан, çавăн пекех шăратса çыпăçтармалли станцисем, технологи приборĕсем, тасалăх, вентиляци системи”.

Ресурс центрне туса хурас ĕçе “Элара” УАО генеральнăй директорĕ Андрей Углов тата Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорĕ Алексей Судленков пысăк тÿпе хывнă. Анчах çапла йĕркелесе ярас шухăш çавах та республика Пуçлăхĕн пулнă. Тĕллевĕ ансат: колледжран производствăра тÿрех ĕçлесе кайма пултаракан кадрсем тухмалла, çавăнпа вĕренĕве те производствăна май килнĕ таран çывăх условисенче йĕркелемелле. Малашне те техника специалисчĕсем хатĕрлеме бизнес, патшалăх тата вăтам професси вĕрентĕвĕн ресурсĕсене пĕрлештерсе пырăпăр”, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

“Элара” ертÿçи палăртнă тăрăх, унăн предприятийĕ мастерскойсене кирлĕ хатĕрсемпе пуянлатма пилĕк миллион тенкĕ тăкакланă, çав вăхăтрах çак ĕçĕн экономикăпа социаллă эффекчĕ нумай пысăкрах. Халĕ хăйсем кăмăл тăвакан аслă ÿсĕмри çынсене те радиоэлектроника профессине алла илме пулăшаççĕ.

“Шурă çухасем” станок умне тăраççĕ

Шупашкарти электромеханика колледжĕн тăватă ресурс центрĕ халĕ, унта пилĕк профессипе тата тăхăр специальноçпа вĕренÿ программисем пурнăçланса пыраççĕ. Электротехника центрĕсĕр пуçне энергетика, информаци технологийĕсен тата машинăсем тăвакан центрсем туса хунă. Управлени программипе ĕçлекен станок операторĕсене, фрезеровщиксене тата токарьсене “Трактор завочĕсем” Концерн йĕркеленĕ производство площадкинче вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Машинăсем тăвакан холдинг вăтам професси вĕрентĕвне 11 млн тенкĕ инвестици хывнă. Мастерскойра компьютерсемлĕ пысăк класлă ĕçлесе хатĕрлекен центрсем вырнаçтарнă. Вĕренекенсен алли витĕр тухнă нумай детальпе ĕçре усă кураççĕ.

Колледж директорĕ Алексей Судленков Чăваш Ен Пуçлăхне каласа кăтартнă тăрăх, рабочи профессийĕ илес текен дипломлă “пиччесемпе” “аппасенчен” канăç çук. Çĕнĕрен çĕнĕ группăсем йĕркелеме тивет.

“Çитĕннĕ пурнăçа кĕрекенсен çакна питĕ шута илмелле, - палăртнă Михаил Игнатьев. - Аслă пĕлÿ илни çинчен ĕнентерекен диплом чи пĕлтерĕшли мар. Пурнăçра кирлĕ пулни пахарах. Тата лайăх специалистсем - рабочисем паян “шурă çухаллисенчен” чылай ытларах ĕçлесе илеççĕ.

Испанецсем Чăваш Ене кăмăллаççĕ

Юлашки пилĕк çул хушшинче Чăваш Енре çĕр инвестици проектне, çав шутра ют çĕршыв укçи-тенкипе те, пурнăçа кĕртнĕ, çакă пысăк технологиллĕ 12 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса хума май панă. Тĕслĕх вырăнне кунта “Керамика” тулли мар яваплăхлă обществăна илме пулать, вăл 2007 çултанпа ванна пÿлĕмĕсем валли изделисем кăларакан тĕнчери малта пыракан Рока Групп компанин пайĕ пулса тăрать.

Унччен “Сантек” суту-илÿ маркипе Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта керамикăран сантехника изделийĕсем кăларнă. 2011 çулта вара акрилтан ахаль йышши тата гидромассажлă ваннăсем кăларакан виççĕмĕш завод ĕçе кĕнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççейри Рока Групп заводсен директорĕ Антонио Линарес Ногера пĕр-пĕрне чылайранпа пĕлеççĕ, кашни çĕнĕ тĕлпулу хыççăнах вара пĕр-пĕрне шанаслăх тата потребительсем “Керамика” изделийĕсене туянасси те ÿссе пырать. Паян вăл Раççейре пĕрремĕш номерлĕ марка.

Испани бизнесменĕ пирĕн патăмăрта ĕçлесе хăй Чăваш Енĕн чăн-чăн патриочĕ пулса тăнине палăртнă. Вăл каланă тăрăх, кунта кирек епле тавлашуллă ыйтăва татса пама та, техника документацийĕсемпе килĕшÿ тупма та ансат. Рока Групп Раççейре çичĕ завод тытать, çав шутран виççĕшĕ - Чăваш Енре. Çакăнпа пĕрлех Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртес пирки те шухăшлать.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Антонио Линарес Ногера халĕ вырăсла питĕ лайăх калаçать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич ăна пĕрлехи тухăçлă ĕçшĕн тав тунă.

“Аспект” центр пулăшать

Кадрсем вĕрентсе хатĕрлес енĕпе “Аспект” вĕрентÿпе методика центрĕ пысăк ĕç тăвать. Ку вăл çынсене хушма пĕлÿ паракан нумай функциллĕ вĕренÿ заведенийĕ. 60 специальноçпа вĕрентсе хатĕрлеççĕ кунта. Тĕп задача - ĕçне çухатнă çынсене пулăшасси, вĕсене çĕнĕ шанăç кÿресси. “Аспект” пулăшăвĕсемпе 22 çул хушшинче 170 пин çын усă курнă. Кунта корпоратив клиенчĕсене те вĕрентеççĕ, семинар-тренингсем ирттересси йăлана кĕнĕ. “Аспект” преподавателĕсем çынсене харпăр хăй ĕçне уçма тата бизнес-плансем тума пулăшаççĕ, консультаци параççĕ.

Тĕслĕхрен, Чăваш педуниверситетĕнче худграфран вĕренсе тухнă Марина Ибрагимова 2009 çулта ĕçсĕр тăрса юлсан халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр янипе “Аспекта” пынă, унта интерьер дизайнерĕн курсне пĕтернĕ. Халĕ Атăлăн сулахай çыранĕнчи хырлăхра çемьепе сывлăха çирĕплетекен 60 вырăнлă центр йĕркелеме хатĕрленет.

Республика Пуçлăхĕ унăн йышăнăвне ырланă, вăл сĕннĕ проект Чăваш Енре туризма аталантарас концепципе килĕшсе тăрать, тенĕ.

Вăл ытти бизнеса та аталантарма вăй хурать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвать.

“Кунашкал пуçаруллă çынсем республикăра ытларах та ытларах палăраççĕ, - çакăнпа кăмăллă пулнине палăртнă Михаил Игнатьев. - Паллах, влаçăн вĕсене пулăшмалла”.

Ĕçсĕрлĕх контрольте

Çулталăк пуçланнăранпа предприятисем 680 çынна ĕçрен кăларни, ĕçсĕрлĕхпе кĕрешес ыйтусем çине Михаил Игнатьев çапла хуравланă: “Ĕç паракансен предприятисенче ĕçлекенсен йышне йĕркелессине тĕпрен илсен чикĕ тулашĕнчи санкцисене пула тума тивнĕ. Ĕçсĕр çынсен хисепĕ апрель пуçламăшĕ тĕлне сахалтан та пилĕк пин пулнă, апла пулин те ку хисеп çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан чакса пырать.

Çынсене ĕçпе тивĕçтерекен службăра 1,8 пин ĕç паракан патĕнче 13,4 пин ваканси пурри паллă. Тĕпрен илсен, рабочи специальноçĕсем кирлĕ. Çавăн пекех медсестрасем, воспитательсем, менеджерсем, инженерсем валли те вакансисем сахал мар. Çапла вара ĕçе вырнаçма майсем çук мар. Ĕçпе тивĕçтерес лару-тăрăва правительство тимлĕхрех тытать. Ĕç рынокĕн мониторингĕ кăтартса панă тăрăх, экономика лару-тăрăвĕ улшăнас пулсан, кризис пулăмĕсем 2015 çулхи иккĕмĕш çур çулта пысăк тата вăтам 20 ытла организацие пырса тивме пултараççĕ.

Çапах та эпир республикăра йышăннă “2015 çулта Чăваш Енре экономика çирĕппĕн аталанассине тата социаллă стабильлĕхе тивĕçтермелли планпа” килĕшÿллĕн ĕç рынокĕнче йывăрлăх тума памăпăр. Ку тĕлĕшпе ĕçрен тухса ÿкме пултаракан çынсене вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем туса парса та, профессие вĕрентессипе малашлăхлă ĕçлесе пырса та, ĕçрен хăтаракан специалистсене стажировка туса та ырă витĕм кÿме палăртаççĕ. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме 131 млн. тенкĕ ытла янă”.

Пысăк предприятисем кăна мар, вак тата вăтам бизнес та республикăра вăй илсе пырса, çĕнĕ ырă енĕсемпе палăрса, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем туса хурса пурнăç аталанăвĕпе условийĕсене ытларах та ытларах витĕм кÿреççĕ. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Шупашкарти “Спектр” наукăпа производство предприятийĕ” ХАОна та палăртмалла - кунта тикĕс йĕркеленĕ производство ĕçлет, чикĕ тулашĕнчи таварсене улăштарассипе хăюллă проектсене пурнăçа кĕртеççĕ. Предприятире кăларакан продукци хăйĕн технологи пахалăхĕсемпе тĕнчери паллă брендсенчен кая мар.

Рынока сĕнекен тепĕр йышши продукци - аэрозольлĕ баллончиксемпе кăларакан эмаль. Крым Республики те туяннă кунтан продукци. Халĕ “Крымăн ылтăн çăлтăрĕ” ятлă эмаль те пур. Крым Республикипе Чăваш Ен хушшинчи экономика çыхăнăвĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата правительство делегацийĕ унта визитпа пулни йĕркелесе яма май панă.

“Спектр” НПП” ХАОра пулнине пĕтĕмлетнĕ чухне Михаил Игнатьев вак тата вăтам бизнесра малашлăх пуррине уйрăммăн палăртнă. Вĕсенче ĕçлекенсен йышĕ те, вĕсем пĕтĕмĕшле продукци туса илнин тÿпи те республикăра çирĕппĕн ÿссе пырать. Пĕрлех консолидациленĕ бюджета налук кĕресси те ÿсет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика