Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кавир çине кĕрешỹçĕсем тухнă

08 мая 2015 г.

Шкулсенче вĕренекенсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем пĕртăван Лапшинсен призĕсемшĕн ирттерекен республика турнирне Раççейри 15 регионти спортсменсем хутшăннă. Вăл "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче иртнĕ.

Турнира хутшăнакансене Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.Яковлев, Раççей Паттăрĕ Н.Гаврилов генерал-лейтенант, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, Чăваш Республикин спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ, Раççей спорт мастерĕ А.Лапшин, ирĕклĕ майпа кĕрешекен ветеран, спорт мастерĕ А.Михайлов саламланă, ăнăçу суннă.

Турнирта пĕртăван Лапшинсем те пулнă. Нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлнă, турнира йĕркелекен В.Лапшина асăнса пĕр минут шăп тăнă. А.Яковлев А.Лапшина "Сочире иртнĕ Хĕллехи XXII Олимп вăййисем тата XI Параолимп вăййисем" Асăну медальне панă, Чăваш Республикинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекен 5 спортсмен çитес Олимп вăййисенче Раççей чысне хỹтĕлеме пултарнине палăртнă.

Чăваш Республикин спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн Тав çырăвĕсене республикăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен тренерĕсем, çав шутра Елчĕкри И.Егоров та тивĕçнĕ.

Турнирта 2000-2001 çулсенче çуралнă кĕрешỹçĕсем 32, 36, 39, 42 килограмлă, 1998-1999 çулсенчисем 46, 50, 54, 58, 63, 69, 69 кг йывăртарах килограмлă, хĕрсем 29, 56 кг çитичченхи виçесенче тупăшнă.

Хăйсен ỹсĕмĕсенче тата виçисенче палăрнă кĕрешỹçĕсем хушшинче Елчĕксем те пур. Анжелăпа Анастасия Лапшинасем, Алексей Тябуков, Дмитрий Александров, Денис Антонов, Максим Павлов призерсен йышне кĕнĕ.

А.КАРЛИН хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика