Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуран чупакансем кăçал пуçласа старта тухрĕç

18 апреля 2015 г.

Çуран чупакансем кăçал пуçласа старта тухрĕç

"Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ çăмăл атлетсен çурхи кросĕпе районта çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ.

37 çул каялла районти çăмăл атлетсем çуллахи спорт сезонне уçма "Елчĕк ен" (унччен "Колхоз ялавĕ") хаçат призĕсемшĕн старта тухнă. Чăннипех, чылай спортсмен пурнăçĕнче паллă вырăн йышăннă çурхи кросс. Çуллахи XVII Олимпиада призерĕ В.Андреев (Лаш Таяпа), марафон дистанцине эстафета майĕпе чупассипе тĕнче класлă мастерĕ А.Васильев (Кивĕ Эйпеç), районтан тухнă паллă вуншар-вуншар çăмăл атлет хăйĕн спорт пурнăçне "Елчĕк ен" хаçатăн çурхи кросĕнчен пуçланă, çитĕнỹсем тунă.

Кăçал та çăмăл атлетсем хушшинче хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ - кашниех хăйĕн дистанцийĕнче мала тухассишĕн, "Елчĕк ен" хаçата 2015 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнса илессишĕн тупăшрĕ. Çанталăк ăмăр тăчĕ пулин те, вăл ăмăрту хĕрỹлĕхне пĕрре те чакармарĕ.

Çуллахи спорт сезонне уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, "Елчĕк ен" хаçатăн яваплă секретарĕ А.Карлин, "Улăп" А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Р.Григорьев хутшăнчĕç, пухăннисене саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Сăмах май, çак çурхи кросс "Елчĕк ен" хаçат призĕсемшĕн кăна мар, СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрне А.Г.Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен республикăри эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те пулчĕ.

Пĕр вăхăт спорт уявне хутшăнакансен йышĕ чакнăччĕ. Çапах та юлашки тапхăрта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем ỹссе пыни кăмăла çĕклет. Кăçалхи кроса хутшăнакансем хушшинче çамрăксем те, çитĕннисем те йышлă пулчĕç.

Старт хыççăн старт. Кашни дистанцирех çăмăл атлетсем хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕç. Çуллахи спорт сезонĕ тин çеç пуçланать пулин те, результатсем начар мар. Малашне вĕсем тата та лайăхланса пырасса шанма пулать.

Спорт уявĕнче кашниех мала тухма тăрăшрĕ. Çапах та пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен çĕнтерỹçĕ кăçал улшăнчĕ - куçса çỹрекен кубока Чăваш Тăрăм шкулĕн команди çĕнсе илчĕ. Вĕренекенсем йышлах мар пулин те, спорт енĕпе кунта çитĕнỹсем пысăк. Çăмăл атлетсен кăçал иртекен ытти ăмăртăвĕсенче те вĕсем çитĕнỹсем тăвасса ĕненетпĕр. Çавăн пекех Патреккелсемпе Хăвăл-çырмасем те ырă ята тивĕç.

Вăтам шкулсенчен Курнавăшсем мала тухрĕç. Сăмах май, çак шкулти çăмăл атлетсем яланах ăмăртусенче палăраççĕ. Çакăнта физкультура учителĕн А.Константиновăн тỹпи пысăк. Елчĕксемпе Лаш Таяпасем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çынна унран ыйтнипе пĕрлех хавхалантарма та пĕлмелле. Физкультура коллективĕсенчен кăçал район администрацийĕнче ĕçлекенсенчен йĕркеленĕ команда çурхи кроса хутшăнни лайăх пулăм тесе палăртмалла. Кунта вĕсем виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. И.Никонова вара çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи çăмăл атлетсем, иртнĕ çулсенчи пекех, кубока кăçал та алăран вĕçертмерĕç. Вĕсен ĕçтешĕсем - Елчĕк ял тăрăхĕнче вăй хуракансем иккĕмĕш вырăна тухрĕç.

Уйрăм дистанцинче çĕнтернĕ çăмăл атлетсене грамотăсемпе чысларĕç. Унсăр пуçне вĕсем 2015 çулхи иккĕмĕш çур çулта районта тухса тăракан "Елчĕк ен" хаçата та тỹлевсĕрех илсе тăрĕç. Çĕнтерỹçĕ командăсем куçса çỹрекен кубоксене, çавăн пекех призерсем грамотăсене тивĕçрĕç.

Ăмăртăва йĕркелесе ăнăçлă ирттерсе яма пулăшнăшăн "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ "Улăп" А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн коллективне, унти тренерсене тата шкулсенчифизкультура учителĕсене, районти тĕп больница, ГИББД ĕçченĕсене тав тăвать.

А.КАРЛИН.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Чăваш Тăрăм шкулĕн команди - çĕнтерỹçĕ.

 

Ăмăрту çĕнтерỹçисемпе призерĕсем

2004 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрачасем. 500 м. 1. Алисия Казанова (Патреккел). 2. Светлана Сайкина (Патреккел). 3. Ирина Карзакова (Кушкă).

Арçын ачасем. 500 м. 1. Кирилл Кузнецов (Чăваш Тăрăм). 2. Зинон Семенов (Çĕнĕ Пăва). 3. Сергей Карсаков (Патреккел).

2002-2003 çулсенче çуралнă хĕрачасем. 500 м. 1. Алина Галкина (Чăваш Тăрăм). 2. Екатерина Агеева (Елчĕк). 3. Светлана Сергеева (Елчĕк).

Арçын ачасем. 1000 м. 1. Денис Михеев (Кушкă). 2. Руслан Албутов (Чăваш Тăрăм). 3. Кирилл Кузнецов (Чăваш Тăрăм).

2000-2001 çулсенче çуралнă хĕрсем. 1000 м. 1. Анастасия Гладкова (Курнавăш). 2. Анастасия Круглова (Курнавăш). 3. Марина Волкова (Чăваш Тăрăм).

Каччăсем. 1500 м. 1. Георгий Агеев (Аслă Елчĕк). 2. Артем Кудряшов (Курнавăш). 3. Николай Миллин (Патреккел).

1997-1999 çулсенче çуралнă хĕрсем. 1500 м. 1. Светлана Фомкина (Елчĕк). 2. Лариса Назарова (Курнавăш). 3. Лиана Краснова (Хăвăлçырма).

Каччăсем. 2000 м. 1. Данил Смирнов (Елчĕк). 2. Дмитрий Волков (Хăвăлçырма). 3. Владимир Корнилов (Курнавăш).

Хĕрарăмсем. 1000 м. 1. Ирина Никонова (район администрацийĕ). 2. Татьяна Захарова (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ). 3. Дарья Егорова (Елчĕк ял тăрăхĕ).

Арçынсем. 2000 м. 1. Алексей Голубев (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ). 2. Сергей Голубев (Тăрăм ял тăрăхĕ). 3. Алексей Тихонов (Тăрăм ял тăрăхĕ).

Спорт ветеранĕсем. Хĕрарăмсем. 500 м. 1. Надежда Головина (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ). 2. Елена Степанова ("Прогресс" АХО). 3. Надежда Плотникова (Елчĕк ял тăрăхĕ).

Арçынсем. 1000 м. 1. Александр Ермолаев ("Яманчурино" ООО). 2. Борис Головин (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ). 3. Михаил Куприянов ("Прогресс" АХО).

Командăсем. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем. 1. Чăваш Тăрăм. 2. Патреккел. 3. Хăвăлçырма. 4. Кĕçĕн Таяпа. 5. Таяпа Энтри. 6. Тăрăм. 7. Кивĕ Эйпеç. 8. Шăмалак. 9. Аслă Пăла Тимеш. 10. Тĕмер. 11. Çуткỹл. 12. Аслă Таяпа.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем. 1. Курнавăш. 2. Елчĕк. 3. Лаш Таяпа. 4. Аслă Елчĕк. 5. Кушкă. 6. Çирĕклĕ Шăхаль. 7. Çĕнĕ Пăва.

Ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем. 1. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ. 2. Елчĕк ял тăрăхĕ. 3. Район администрацийĕ. 4. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци. 5. "Прогресс" акционерсен хупă обществи. 6. Подстанци. 7. Тăрăм ял тăрăхĕ. 8. Лаш Таяпа ял тăрăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика