Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару хыççăнхи шухăшсем

14 марта 2015 г.

Р.Н.МОЛОДОВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:

- Пытарма кирлĕ мар, кризис палăрăмĕсем вăй илсе пыраççĕ. Çапах та пирĕн республика иртнĕ çула начар мар вĕçленĕ: промышленноç тата ял хуçалăх производствисем ỹсĕмлĕ пулнă.

Республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ пĕчĕкрех пуласси те паллă. Анлă ларура палăртнă тăрăх, тăкаксене виçеллĕ тума тăрăшаççĕ. Патшалăх аппаратне тытса тăмалли расхутсене 17 процент, унăн ĕçченĕсен шалăвне 10 процент чакараççĕ. Муниципалитетсенче те çак сĕнĕве пурнăçлама тиветех.

Çавăн пекех налуксене пухассине тивĕçлипе йĕркелес, ĕç укçине тỹлессине уççăн палăртас енĕпе те ĕçлемелли пур-ха. Т

емĕнле йывăр пулсан та, халăхăн пурнăç шайне чакарасшăн мар - социаллă программăсене туллин пурнăçлама палăртнă.

П.А.СКВОРЦОВ, "Прогресс" акционерсен хупă обществин директорĕ:

- Экономикăри йывăр лару-тăрура ял хуçалăхĕ аванах аталанать. Ахальтен мар Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев çакна палăртать: "Рынокра условисем лайăх. Мĕн туса илетпĕр - пĕтĕмпех сутăнать. Хаксем те йĕркеллĕ". Çакна шута илсе обществăра производство шайне, выльăхсен йышне ỹстерсе пыма тăрăшатпăр. Çĕнĕлле ĕçлеме вĕренсе çитнĕ - обществăра туса илнĕ продукцие вырăнти хушма цехсем ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Малашне вĕсене ытларах сутасшăн.

Халĕ çуракине хатĕрленетпĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем çителĕклĕ туянса хунă - чăрмавсем пулмалла мар. Вăрлăхсен пахалăхĕ те тивĕçлĕ шайра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика