Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни атлет пултаруллă

11 марта 2015 г.

Кашни атлет пултаруллă

Патреккел ялĕнче 16 çул Чăваш Республикин чемпионне Николай Николаева асăнса пауэрлифтинг енĕпе ирттернĕ Елчĕк район чемпионачĕ кăçал хăйĕн "пропискине" улăштарчĕ - вăл А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вырăн тупрĕ.

Ăмăртăва тивĕçлĕ шайра ирттерме Николайăн тăван пиччĕшĕ Юрий Николаев чылай тăрăшать. Çапах та айккинчен пулăшу пулмасăр ăна ирттерме май çук. Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ, "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕ, Елчĕк ял тăрăхĕ, йывăр атлетсен районти федерацийĕн председателĕ П.Скворцов спонсор пулăшăвне панипе савăнмалла çеç.

Çулсерен иртекен ăмăртура кашни атлет хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшать. Спортсменсем 6 виçере вăй виçрĕç.

50 килограма çитичченхи виçере Курнавăшри А.Чугунова çитекенни пулмарĕ - виçĕ енлĕ кĕрешỹре вăл 240 килограмм пухрĕ. Иккĕмĕш вырăна тухнă унăн командăри юлташĕ А.Смирнов 10 килограмм çеç каярах юлчĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Елчĕкри С.Григорьев.

Атлетсен виçисем ỹссе пынă май, кăтартусем те пысăкланса пычĕç. 74 килограмлă В.Зайцев (Курнавăш) виçĕ енлĕ кĕрешỹре 367 килограмм пухрĕ. Н.Григорьевпа (Курнавăш) А.Петров (Патреккел) пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкисем çине хăпарчĕç.

Ытти виçе категорийĕсенче кăтартусем начар мар: 53 кг. 1. А.Перцев (Кивĕ Эйпеç) - 265 кг. 2. А.Сайкин (Елчĕк) - 247,5 кг. 3. А.Ильин (Кивĕ Эйпеç) - 205 кг. 59 кг. 1. П. Алексеев (Курнавăш) - 332,5 кг. 2. П.Круглов (Курнавăш) - 280 кг. 3. Д.Антонов (Елчĕк) - 275 кг. 66 кг. 1. А.Грибов (Курнавăш) - 345 кг. 2. С.Николаев (Патреккел) - 325 кг. 3. С.Иванов (Курнавăш) - 310 кг. 83 кг. 1. Н.Васильев (Елчĕк) - 280 кг.

Командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Курнавăш, иккĕмĕш вырăна Елчĕк ял тăрăхĕсен спортсменĕсем тухрĕç. Виççĕмĕшĕсем - Кивĕ Эйпеçри шкулта пултарулăха туптакан атлетсем. Курнавăш ял тăрăхĕн команди куçса çỹрекен кубока тивĕçрĕ.

Хăйсен виçисенче çĕнтернĕ атлетсем грамотăсене, медальсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Курнавăшри В.Зайцев вара ăмăртăвăн абсолютлă чемпионĕ ятне çĕнсе илсе ятарлă приза тивĕç пулчĕ.

А.ФЕДОРОВ.

Сăнỹкерчĕкре: çĕнтерỹçĕсемпе ăмăртăва йĕркелекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика