Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Беляев паттăр асăмăрта

11 марта 2015 г.

Пирĕн районтан Совет Союзĕн Паттăрĕсем виççĕн тухнă: С.Андреев, А.Беляев, Н.Иванов. Вĕсене халалласа тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Çак кунсенче районти кире пуканĕ йăтакансем А.Беляева асăнса уçă чемпионат ирттерчĕç.

Кире пуканĕ йăтакансемпе пирĕн район яланах палăрнă. Чăваш Республикинче Раççей спорт мастерĕн ятне пĕрремĕш хут Аслă Елчĕкри А.Горшков тивĕçнĕ. Унăн ырă тĕслĕхне Ю.Карпов, А.Иванов, Г.Каринкин, О.Маленький, Ю.Миронов, Ю.Попов, А.Трофимов, А.Евграфов, Ю.Кужиков, А.Трофимов тата ытти вун-вун атлет малалла тăснă, тăсаççĕ те.

Александр Филиппович Беляева асăнса тата 1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă ăмăртăва хутшăнакансем йышлăн пулчĕç. Вĕсем А.Беляевăн йăхне малалла тăсакансенчен килнĕ Тав çырăвне итлерĕç.

Атлетсем хăйсен вăйне 6 помост çинче тĕрĕслерĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри, виçери спортсменсем тухрĕç вĕсем çине. Арçын ачасемпе каччăсем икĕ енлĕ (кире пуканне сулласа йăтса тата кăкăр çинчен тĕртсе), хĕр ачасемпе хĕрсем кире пуканне сулласа йăтса ăмăртрĕç. Паллах, кашниех мала тухма тăрăшрĕ, çапах та чи вăйлисем çеç çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕç. Ăмăртура чи çамрăк атлет А.Беляев, Совет Союзĕн Паттăрĕн тăванĕ те палăрчĕ, ятарлă приза тивĕçрĕ.

2004 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсенчен пьедестал картлашки çине арçын ачасенчен Т.Пушков (Елчĕк), А.Александров (Кивĕ Эйпеç), А.Афанасьев (Тăрăм), хĕр ачасенчен М.Смирнова (Кивĕ Эйпеç), Т.Скобелева (Кĕçĕн Таяпа), К.Кириллова (Тĕмер) хăпарчĕç.

Ытти ỹсĕмсенчи, виçесенчи атлетсем хушшинче те хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. 2000 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасем: 53 кг. 1. А.Семенова. 2. К.Бахомова (Кĕçĕн Таяпа). 3. Т.Курчина (Курнавăш). 58 кг. 1. Т.Титова (Кĕçĕн Таяпа). 2. Р.Гаврилова (Кивĕ Эйпеç). 63 кг. 1. Е.Веселина (Курнавăш). 2. К.Тунгулова (Лаш Таяпа). 3. А.Некрасова (Кĕçĕн Таяпа). 63 кг йывăртарах. 1. В.Кошкина (Кĕçĕн Таяпа). 2. В.Пыркина (Кивĕ Эйпеç). 3. А.Воронова (Тĕмер).

Çак ỹсĕмри арçын ачасем: 50 кг. 1. И.Чернов (Елчĕк). 2. Н.Бахомов (Кĕçĕн Таяпа). 3. П.Петров (Тăрăм). 53 кг. 1. А.Ильин (Кивĕ Эйпеç). 2. В.Иванов (Тăрăм). 3. С.Морозов (Кĕçĕн Таяпа). 58 кг. 1. А.Носов (Кивĕ Эйпеç). 2. А.Кириллов (Тăрăм). 63 кг. 1. М.Петров (Тăрăм). 2. А.Князев (Лаш Таяпа). 3. Д.Цветков (Курнавăш). 68 кг. 1. И.Головин (Кĕçĕн Таяпа). 2. А.Кудряшов (Курнавăш). 68 кг йывăртарах. 1. В.Мясников (Курнавăш). 2. Д.Кучков (Елчĕк). 3. А.Смирнов (Курнавăш).

1997-1999 çулсенче çуралнă каччăсем: 58 кг. 1. А.Ижедеров (Курнавăш). 2. В.Журавлев (Елчĕк). 3. Э.Матвеев (Кĕçĕн Таяпа). 63 кг. 1. В.Кириллов (Лаш Таяпа). 2. В.Демьянов (Тăрăм). 3. А.Макаров (Кĕçĕн Таяпа). 68 кг. 1. Н.Григорьев. 2. В.Зайцев. 3. Н.Конюков (Курнавăш). 73 кг. 1. Н.Петров (Елчĕк). 2. К.Васильев (Курнавăш). 3. И.Енкеев (Лаш Таяпа). 73 кг йывăртарах. 1. А.Кузнецов (Елчĕк). 2. А.Кириллов. 3. Д.Цветков (Курнавăш).

Çак ỹсĕмри хĕрсем: 58 кг. 1. А.Волкова (Çирĕклĕ Шăхаль). 2. О.Петрова (Хăвăлçырма). 3. П.Смирнова (Курнавăш). 63 кг. 1. А.Журавлева (Кĕçĕн Таяпа). 2. К.Изратова (Кивĕ Эйпеç). 3. Л.Краснова (Хăвăлçырма). 63 кг йывăртарах. 1. А.Гаврилова (Елчĕк).

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене асăну медалĕсемпе грамотăсем парса чысларĕç.

Тĕп шкул командисенчен Кĕçĕн Таяпасем - пĕрремĕш, Кивĕ Эйпеçсем - иккĕмĕш, Тăрăмсем - виççĕмĕш, вăтам шкулсенчен Курнавăшсем - пĕрремĕш, Елчĕксем - иккĕмĕш, Лаш Таяпасем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕ-командăсем кубоксене, призерсем грамотăсене тивĕçрĕç.

Çĕнтерỹçĕпе призерсене Совет Союзĕн Паттăрĕн А.Беляевăн тăванĕсем çирĕплетнĕ наградăсене Елчĕкри А.Беляев тата ытти спортсменсем пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика