Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Йĕлтĕр йĕрĕ" йыхравларĕ

11 февраля 2015 г.

"Йĕлтĕр йĕрĕ" йыхравларĕ

1982 çултан пуçласа "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" çынсене хăй патне илĕртет. Кăçал Раççейри 78 регион çак пысăк спорт уявне хутшăнчĕ. Старта йĕлтĕр спортне кăмăллакансем çеç мар, ку енĕпе спорта хăйсен пурнăçне панă спортсменсем те, Олимп чемпионĕсем те, спорт ветеранĕсем те тухрĕç.

Вырсарни кун, çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр, Елчĕкри "Ырсамай" канупа культура паркĕ çынсен уçă та савăнăçлă сассисемпе тулчĕ. Сăлтавĕ те паллă - "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" массăллă чупу. Спорт уявне ватти те, вĕтти те хутшăнчĕ. Вĕсем мала тухассишĕн мар, хăйсем сывă пурнăç йĕркине пăхăннине палăртрĕç. Кашни çынах савăнăçлă. Мĕнле савăнмăн? Вĕсем спорт уявĕнче пĕр-пĕрне кураççĕ, калаçаççĕ çеç мар, йĕлтĕр йĕрĕ çине тухса сывлăха та çирĕплетеççĕ-çке.

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" массăллă чупăва хутшăнакансене Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова, район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый саламларĕç. Вĕсем массăллă чупăва хутшăнакансене сывлăхлă та çĕкленỹллĕ кăмăллă пулма, старта ăнăçлă тухса дистанцине вĕçлеме сунчĕç.

"Йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" массăллă чупăвăн тĕп тĕллевĕ, маларах палăртрăмăр, сывă пурнăç йĕркисене туллин пурнăçа кĕртесси, сывлăха çирĕплетесси. Çапах та спорт хавхаланăвĕ те палăрчĕ - кашниех мала тухма тăрăшрĕ. Мĕн тетĕр, шăпах çулталăк каялла пирĕн çĕр-шывра - Сочи хулинче хĕллехи XXII Олимп вăййисем иртрĕç. Унта Раççей олимпиецĕсем хăйсем чăннипех пултаруллă пулнине кăтартса пачĕç. Мĕн, эпир вĕсенчен кая юлатпăр-и? Паллах, çук!

Кăнтăрла, 12 сехетре, йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Ертỹçĕсем хушшинчи ăмăртура Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорне Н.Малышкина хăваласа çитекен пулмарĕ. 60 çула çывхарса пыракан ертỹçĕ халĕ те спортпа туслă пулнине çирĕплетрĕ. Кĕçĕн Таяпари Б.Головин фермер, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев та хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Хĕрарăмсенчен Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Турхан, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи П.Герасимова массăллă чупура малти вырăнсене йышăнчĕç.

Вĕсем хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çине 51 çултан иртнĕ арçынсемпе 5-7 классенче вĕренекен арçын ачасем тăчĕç. Кунта ĕмĕрне те ватăлма пĕлмен М.Скворцов (Кĕçĕн Таяпа), В.Марков (Энтепе), В.Петров (Таяпа Энтри) мала тухрĕç.

Массăллă чупура çамрăксемпе ватăсем кашниех хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă чи çамрăк спортсмен Елчĕкри Е.Васильева, чи ваттисем Çĕнĕ Пăвари Ф.Квасовпа Елчĕкри В.Петров чыса тивĕçлĕ мар-и? Паллах, тивĕçлĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ ыттисене хавхалантармалла.

Массăллă чупура шкул ачисем хушшинчи эстафета та ăнăçлă иртрĕ. Тĕп шкулсенчен Елчĕкри вăтам шкулăн иккĕмĕш команди, вăтам шкулсенчен Елчĕкри вăтам шкулăн тĕп команди çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç.

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" массăллă чупу ăнăçлă иртрĕ. Чăннипех спорт уявĕ пулчĕ вăл. Çак кун Елчĕкре 895 йĕлтĕрçĕ старта тухса спорт тусĕсен чĕрисене тыткăнларĕ...

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕкре: спорт уявĕн саманчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика