Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ОБОРОНĂПА МАССĂЛЛĂ СПОРТ УЙĂХЛĂХĔ

11 февраля 2015 г.

Хоккей вăййине никĕсленĕ

Патреккелĕнчи шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ, ялта хоккей вăййине никĕсленĕ Н.Ф.Рыбкина асăнса турнир иртнĕ.

Патреккел, Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк, Тăрăм, Тỹскел ялĕсенчи хоккеистсем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарнă. Пĕрремĕш вырăнта - Тỹскелсем. Вĕсем куçса çỹрекен кубока çĕнсе илнĕ. Патреккелсемпе Аслă Елчĕксем те çĕнтерỹçĕсем йышĕнче.

 

Халĕ те асрах

Лаш Таяпари Татьяна Воронина виçĕ ывăл çуратса ура çине тăратнă. Вĕсен ашшĕне, пурнăçран ир уйрăлса кайнă Ю.Воронина асăнса виççĕмĕш хут хоккей турнирĕ иртрĕ.

Юрий Воронин хоккей вăййине юратнă. Вăл, вратарь пулнă май, хапхана ăнăçлă хỹтĕленĕ. 1978 çулта Лаш Таяпасем Чăваш АССР чемпионатĕнче ялти хоккей командисем хушшинче çĕнтернĕ. Ун чухне Ю.Воронин "Чи лайăх вратарь" ята тивĕçнĕ.

Ывăлĕсем ашшĕне манмаççĕ, ун ячĕпе турнир ирттереççĕ. Кăçалхи турнирта Лаш Таяпасем - пĕрремĕш, Елчĕксем - иккĕмĕш, Яманчỹрелсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

 

Армрестлерсем маттур

Патăрьелĕнче алă вăйĕ виçекенсен республикăри ăмăртăвĕнче Елчĕксем виççĕмĕш вырăна тухнă.

1999-2000 çулсенче çуралнă çамрăксем алă вăйне виçессипе мала тухассишĕн тупăшнă. 7 командăри 230 ытла спортсмен, çав шутра Елчĕксем 20 ытла çамрăк хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

Т.Воронова (Тĕмер), М.Кузнецова (Чăваш Тăрăм), А.Сайкин (Елчĕк), М.Охотина (Çирĕклĕ Шăхаль), К.Изратова (Кавал) - пĕрремĕш, Т.Куликова (Чăваш Тăрăм), С.Абдулкина (Лаш Таяпа) - иккĕмĕш, Т. Журавлева (Тĕмер) - виççĕмĕш вырăнсенче.

Ăмăртăвăн положенийĕпе килĕшỹллĕн, малти икĕ вырăна йышăннă атлетсем пĕрремĕш спорт разрядне тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика