Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрех асăмăрта юлчĕ

07 февраля 2015 г.

Ĕмĕрех асăмăрта юлчĕ

Шăп çулталăк каялла Сочи хулинче çĕр-шыв ултă çул ытла кĕтнĕ, Раççей историйĕнчи пĕрремĕш хĕллехи XXII Олимпиада савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Çак паллă пулăма халалласа Раççей Федерацийĕн Правительстви Раççей Спорт министерствипе пĕрле Раççейре спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунĕ тесе пĕлтернĕ. Ăна малашне те кашни çулах нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче паллă тăвĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ - халăха сывă пурнăç йĕркисене хăнăхтарасси, физкультурăпа спорта ытларах явăçтарасси. Сочире Раççей олимпиецĕсем пысăк çитĕнỹ туни çамрăксене, çитĕнекен ăрăва хавхалантарчĕ - вĕсем тĕрлĕ секцисене çырăнса спортăн анлă çулĕпе малалла çирĕппĕн утаççĕ.

Хĕллехи XXII Олимп вăййисем пирĕн çĕр-шывăн чи илемлĕ кĕтесĕсенчен пĕринче - Сочире 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 7-23-мĕшĕсенче иртнĕ. Çак тивĕçе хула 2007 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Гватемалăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн (МОК) 119-мĕш сессийĕнче çĕнсе илнĕ. Хăйсен кандидатурине тăратнă Зальцбург (Австри), Пхенчхан (Корея Республики) хулисенчен Сочи чи нумай сасă пухнă. Çав кунах Раççей Олимп комитечĕн президенчĕ Л.Тягачев Сочи хулинче 2014 çулта хĕллехи Олимп вăййисем ирттересси пирки МОКпа контракт çырнă.

2010 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ванкувер хулинче иртнĕ хĕллехи Олимп вăййисене савăнăçлă лару-тăрура хупнă чухне МОК президенчĕ Ж.Рогге Олимп ялавне Сочи мэрне А.Пахомова панă. Раççей гимнĕ янăранă вăхăтра стадион çийĕн Раççей ялавĕ çĕкленнĕ. Раççей çĕр-шывĕпе паллаштарни 8 минута тăсăлнă. Унтан Олимп ялавне "Крузенштерн" парусникпа Сочи хулине илсе çитернĕ.

Тĕнчери тăнăçлăха çирĕплетес, çынсен туслăхне вăйлатас, çĕр-шыври халăхсене пĕрлештерес тĕллевпе ирттерекен Олимп çулăмĕн эстафети Грецире старт илнĕ. Пирĕн çĕр-шывра Олимп çулăмĕ 2013 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускавран çула тухнă та 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сочире хăйĕн çулне вĕçленĕ. 123 кун хушшинче вăл Раççейĕн 83 субъекчĕсен тĕп хулисенче пулнă. Шупашкарта Олимп çулăмне 2013 çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче савăнăçлăн кĕтсе илнĕ. Хулан тĕп урамĕсемпе ăна 163 çын ылмашăнса йăтнă. Факела йăтса чупакансем хушшинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, паллă спортсменсемпе тренерсем, патшалăх ĕçченĕсемпе общество хастарĕсем, студентсемпе шкул ачисем, ỹнер ăстисемпе журналистсем - тĕрлĕ профессиллĕ тĕрлĕ çулти çынсем пулнă.

40 пин çухрăмлă çул çỹревре Олимп çулăмĕ тĕнчери тарăн Байкал кỹллин тĕпне анма, Эльбрус тăвĕ çине хăпарма, Çурçĕр полюсĕпе космосра та пулма ĕлкĕрнĕ. 14 пин ытла çын Олимп çулăмлă факела алла тытса курнă.

Хĕллехи XXII Олимп вăййисем пуçланиччен хатĕрленỹ ĕçĕсене нумай туса ирттернĕ. Тĕрлĕ спорт вăййисене ирттерме кăна çĕнĕ 11 сооружени çĕкленĕ. "Фишт" Олимп стадионĕнче Олимпиадăна уçассипе тата хупассипе церемонисем иртнĕ.

Инфратытăма аталантарассипе те сахал мар ĕçленĕ. Олимпиадăна ирттерме пĕтĕмпе 380 объекта хута янă пулсан, вĕсенчен ытларахăшĕ инфратытăма кĕнĕ, мĕншĕн тесен Сочи хулине çулталăк тăршшĕпе ĕçлекен курорта çавăрнă. Энергетика, транспорт, çыхăнупа телекоммуникаци объекчĕсем, хăна çурчĕсем çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернĕ.

Олимпиадăна ирттерессипе çыхăннă ытти ыйтусем те айккинче юлман - эмблема-логотипа, талисмансене палăртнă, медальсемпе ытти атрибутсене хатĕрленĕ.

Çапах та Сочире иртнĕ хĕллехи XXII Олимп вăййисем çынсен асĕнче ăна уçнипе тата хупнипе çыхăннă церемонисемпе, Раççей командин çĕнтерĕвĕпе палăрса юлнă.

2014 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Олимпиадăна хатĕрленỹ тапхăрĕнче çĕкленĕ "Фишт" стадионта савăнăçлăн уçнă. Унта 44 çĕр-шыв пуçлăхĕ хутшăннă. Олимп вăййисене 88 çĕр-шывран 2859 спортсмен килнĕ. Вĕсем хĕллехи 15 спорт дисциплининче медальсен 98 комплекчĕшĕн тупăшнă. Раççей спортсменĕсем медальсен шучĕпе пĕрремĕш вырăна тухрĕ - 33 наградăна тивĕçнĕ, çав шутран 13-шĕ ылтăн, 11-шĕ кĕмĕл, 9-шĕ пăхăр медаль. Кам пĕлмест пулĕ А.Зубков, А.Негодайло, Д.Труненков, А.Воевода боблеистсене, шорт-трекра ăмăртнă В.Ан, С.Елистратов, В.Григорьев, Р.Захаров олимпиецсене, А.Легков, М.Вылегжанин, И.Черноусов йĕлтĕрçĕсене! Т.Волосажарпа М.Траньков, К.Столбовăпа Ф.Климов, Е.Бобровăпа Д.Соловьев, Е.Ильиныхпа Н.Кацапалов, Ю.Липницкая, Е.Плющенко, А.Сотникова фигуристсем, В.Уайлд сноубордист, А.Третьяков скелетонист, А.Волков, Е.Устюгов, Д.Малышко, А.Шипулин биатлонистсем тата ытти спортсменсем Раççей ятне Олимп историне ылтăнпа çырса хăварчĕç.

Олимп вăййисене савăнăçлă ларура хупнă чухне хĕллехи çитес Олимп вăййисене ирттерекен Пхенчхан хулине Олимп ялавне панă.

Çулталăк каялла Сочире иртнĕ хĕллехи XXII Олимп вăййисем Раççей ăна йĕркелеме пĕлнине, пирĕн спортсменсем чăннипех мухтава, чыса тивĕçнине çирĕплетсе пачĕç. Эппин, малаллах утатпăр-ха!

А.КАРЛИН пухса хатĕрленĕ.

Сăн ỹкерчĕксенче: Сочире иртнĕ хĕллехи Олимпиадăра палăрнă Аделина Сотникова фигуристкăпа Антон Шипулин биатлонист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика