Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ОБОРОНĂПА МАССĂЛЛĂ СПОРТ УЙĂХЛĂХĔ

07 февраля 2015 г.

Пĕр тăвансене манмаççĕ

Пĕр тăван Владимир тата Петр Сметанинсене асăнса Лаш Таяпара спорт вăййисем иртнĕ.

Ялта Сметанинсем пысăк хисепре. Владимир шыв айĕн çỹрекен кимĕ командирĕн пулăшаканĕ, десант карапĕн командирĕ пулнă. Çар службинчен таврăнсан хăйĕн опытне ачасене панă. Петр тăван ялта пурăннă, хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Унсăр пуçне вăл çынсене çуртсем çĕклеме, шкулпа культура çурчĕсене илемлетме, П.Теренинпа пĕрле ялта тăван тавралăх музейне йĕркелеме хутшăннă.

Спорт уявне пухăннисене Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Князев, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Р.Григорьев, вырăнти прихут настоятелĕ Силуан атте, Лаш Таяпари шкул директорĕ М.Меметова, спорт ветеранĕ П.Сидоров, В.Меметов предприниматель, ял старости З.Кондратьев саламланă.

Уявăн программи анлă пулнă. Йĕлтĕрпе чупассипе Аслă Елчĕксем, Кĕçĕн Таяпасем, Елчĕксем, Шăмалаксемпе Курнавăшсем палăрнă.

Хоккейла шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсем вылянă. Кунта Елчĕксем, Аслă Елчĕксем, Лаш Таяпасем енче ăнăçу пулнă.

Кире пуканĕ йăтакансем, шашкăлла вылякансем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

 

Кĕмĕл медале тивĕçнĕ

Канаш хулинчи "Локомотив" ДЮСШ спорт залĕнче "КЭС - БАСКЕТ" ятпа шкулсенчи бакетбол лигин ăмăртăвĕ иртнĕ.

Ăмăртура район чысне Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем хỹтĕленĕ. Команда иккĕмĕш вырăна тухнă. Лада Волкова, Светлана Сардаева, Татьяна Филимонова, Анастасия Арбузова, Юлия Полякова, Анастасия Осипова, Анна Данилова, Диана Спиридонова, Олеся Карсакова, Анна Александрова кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. "Ылтăн шайба" призĕсемшĕн Районта

 

"Ылтăн шайба"

клубăн призĕсемшĕн хоккейла вылякансем хушшинче ăмăртусем иртрĕç.

Кĕçĕн ушкăнри (2004-2005 çулсенче çуралнă) хоккеистсенчен пĕрремĕш вырăна Патреккелĕнчи шкулăн команди мала тухрĕ, куçса çỹрекен кубока тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕксемпе Тĕмерсем.

Вăтам ушкăнри (2002-2003 çулсенче çуралнă) районти çамрăк хоккеистсем республикăри зонăри ăмăртусене хутшăннă. Вĕсем Йĕпреç тата Комсомольски районĕсенчи командăсене Патреккелĕнче йышăннă. Районăн пĕрлештернĕ командине Аслă Елчĕк, Патреккел, Елчĕк, Лаш Таяпа, Тĕмер шкулĕсенче вĕренекенсем кĕнĕ.

Елчĕксем зонăри ăмăртура çĕнтернĕ, республикăри финала тухнă.

 

Виççĕмĕш вырăнта - Елчĕксем

Шупашкарта 1997 çулта çуралнă тата çамрăкрах шкул ачисем хушшинче кире пуканĕ йăтакансен республикăри ăмăртăвĕ пулнă.

Хăйсен виçисенче Андрей Кузнецов (Елчĕк шкулĕ) - пĕрремĕш, Владислав Мясников, Андрей Ижедеров (Курнавăш) - иккĕмĕш, Николай Григорьев (Курнавăш), Николай Петров (Елчĕк), Иван Енкеев (Лаш Таяпа), Мария Зайцева (Çĕнĕ Пăва) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Районăн команди пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă.

Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе медальсем парса чыс тунă.

 

Халĕ те асра тытаççĕ

Патреккел шкулĕн йĕлтĕр трасси çине паллă йĕлтĕрçĕсене И.Ореховпа З.Каринкинăна асăнса ирттернĕ районти ăмăртăва çамрăксем тухнă.

2001 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасенчен Анастасия Краснова, Ирина Петрова (Елчĕк), Дарья Мохова (Аслă Елчĕк), арçын ачасенчен Максим Афанасьев, Владимир Бобин, Денис Печков (пурте Аслă Елчĕкрен) çĕнтерỹçĕсен ятне тивĕçнĕ.

1999-2000 çулсенче çуралнă хĕрсенчен Анита Обручкова, Виолетта Падуева (Аслă Елчĕк), Елена Данилова (Елчĕк), яшсенчен Роман Романов (Елчĕк), Георгий Агеев (Аслă Елчĕк), Родион Романов (Елчĕк) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ.

Аслă ушкăнри хĕрсенчен Виктория Цыгановăпа Татьяна Смирновăна (Елчĕк), Анна Елкинăна (Аслă Елчĕк), каччăсенчен Даниил Смирнова (Елчĕк), Антон Долгова (Аслă Елчĕк), Василий Тимофеева (Елчĕк) çитекен пулман.

Тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Таяпасем, Патреккелсем, Хăвăлçырмасем, вăтам шкулсенчен Елчĕксем, Аслă Елчĕксем, Курнавăшсем малти вырăнсене йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика