Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тĕслĕх хавхалантарать

31 декабря 2014 г.

Ырă тĕслĕх хавхалантарать

Елчĕк ялĕ çулсерен ỹссе, аталанса пырать. Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, çĕнĕ урамсем йĕркеленеççĕ. Мир, Çĕнĕ, Больница, Титов, Çамрăксен, Восточная урамсенче пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшаççĕ. Кунта спортпа интересленекенсем хоккей площадки тума тĕв тытнă, тăкаксене хăйсем çине илнĕ. 68 çемье 70,5 пин тенкĕ пухнă. В.Скворцов, С.Евстафьев, Д.Портнов çемйисем 2-шер пин тенкĕ панă. Унсăр пуçне катока шыв сапса пăрлантарма В.Скворцов çемйи, "Интермедсервис" ООО 80 метрлă шланг парнеленĕ.

Хĕрỹ ĕç вĕренĕ пулас каток вырăнĕнче. Кашни çын хăйĕн тỹпине хывма тăрăшнă.

Иртнĕ шăмат кун Мир урамĕ çывăхĕнчи "Пилеш" паркри хоккей площадкине çынсем йышлăн пухăннă. "Спорт вăл - пурнăç" спорт уявне килнĕ вĕсем.

Халăх вăйĕпе, укçи-тенкипе çĕкленĕ спорт объектне савăнăçлăн уçма район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин хутшăннă. Вĕсем хоккей площадкине тунă çĕрте ĕçленĕ хастар çынсене чысланă. Район администрацийĕн Тав çырăвне Алексей Васильевпа Юрий Петров, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн Тав çырăвне Алексей Мамонтов, Валерий Морозов, Юрий Кошкин, Елчĕк ял тăрăхĕн Тав çырăвне Александр Нягин, Владимир Ишмуратов, Александр Архилин, Юрий Порфирьев, Эдуард Павлов, Александр Вишнев тивĕçнĕ. Хоккей площадкине йĕркелеме пулăшнă ытти çынсене те тав тунă.

"Туслăх" площадка кашни çыннах хăй патне йыхăрать. Кунта хоккейла выляма, конькипе ярăнма меллĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Çĕнĕ площадкăра вăй виçме хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика