27 декабря 2014 г.
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн спорт залĕнче Чечен Республикинче тăнăçлăха упраса вăхăтсăр пуçне хунă С.Фомина асăнса волейболистсем турнир ирттернĕ.
Унта Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи волейболистсем вăй виçнĕ. Турнирта Курнавăшсем çĕнтернĕ. Çавăн пекех призерсен йышĕнче - Елчĕкри "Улăп" ФОК, Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕн командисем.
Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче - Ю.Дмитриев, А.Константинов, Н.Ефимов, А.Мартышкин, П.Смирнов, Г.Баринов, В.Филиппов, Г.Смирнов. "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята А.Михайловский ("Улăп" ФОК), "Чи лайăх вылякан" ята Н.Ефимов (Курнавăш), "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята В.Дмитриев (Нĕркеç), "Чи лайăх пас паракан" ята В.Гладков (Нĕркеç) тивĕçнĕ.