27 декабря 2014 г.
Куславкка хулинче "Кĕрешỹ" мелĕпе кĕрешекенсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта республикăри 12 район команди хутшăннă. Елчĕксем, Патăрьелсене кăштах ирттерсе ярса, иккĕмĕш вырăна тухнă.
Хăйсен виçисенче Аслă Елчĕкри С.Мисяков, А.Тябуков, А.Хушкин, К.Лазарев, Çĕнĕ Пăвари Р.Иванов, Д.Викентьев, Лаш Таяпари А.Арефьев - пĕрремĕш, Патреккелĕнчи М.Марков, Çĕнĕ Пăвари Н.Матвеев, Лаш Таяпари А.Теренин, И.Енкеев - иккĕмĕш, Çĕнĕ Пăвари К.Крысов - виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.