Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашсем çапла сывлăх суннă

10 декабря 2014 г.

Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта уçă уроксен кунĕ иртрĕ. Г.Енейкина вĕрентекен чи малтанах тăххăрмĕшсемпе "Халăхăн сăнарлă шухăшлавĕ - нихçан кивелми тупра" пултарулăх урокĕ йĕркелерĕ.

Ачасем патĕнче филологи наукисен кандидачĕ, орфографи словарьне редакциленĕ Ю.Виноградов тата чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă наука сотрудникĕ, филологи наукисен кандидачĕ, "Чăваш энциклопедийĕ" 4 томлă кĕнекине йĕркелеме хутшăннă А.Долгова хăнара пулни урок интересне тата ỹстерчĕ.

Вĕренекенсем несĕлсенчен юлнă тупрана курма, хаклама пĕлни вĕсем çырнă сăвăсенчен те, хăйсен тăрăхĕсенче пухнă такмаксенчен те, туйпа çĕнĕ хăта юррисенчен те, халапĕсенчен те лайăх курăнчĕ. Чăваш халăх юррисене кăмăлласа юрлани те хĕпĕртỹ туйăмне вăратрĕ. Апла пулсан, пирĕн вĕрентекенсем несĕлсенчен юлнă ăс-тăн пурлăхĕ ан çухалтăр, çитĕнекен ăру вĕсене ăса хывтăр, пурнăçра усă куртăр тесе нумай ĕçлени куç кĕретех.

Уроксенче çĕнĕ технологи мелĕсемпе анлă усă курни вĕренекенсем çырнă кластерсемпе синквэйнсене пăхса тухсан та лайăх курăнчĕ.

Саккăрмĕшсене класс сехечĕ те кăсăклантарчĕ. Ĕлĕк чăвашсем пĕр-пĕрне тĕл пулсан сывлăх суннине ыйтуллă предложенисемпе йĕркеленĕ. Урăхла каласан, сывлăх сунман, ыйтнă. Пĕр-пĕрне тĕл пулсан "Сывă-и?", "Сывлăхăр епле?", "Ĕçсем епле пыраççĕ?" - тенĕ. Ялсенче ватти-вĕтти палламан çынпа тĕл пулсан та: "Ăçта каян эс?", "Ăçта каятăр эсир?", "Ăçтан килетĕн эс?", "Ăçтан килетĕр эсир?", "Мĕнле туятăр хăвăра?", "Сывлăхăрсем епле?" - тесе саламланă чăвашсен ĕмĕртен пыракан хутшăну йăлине асра тытса. Вĕрентекен ачасене несĕлсен ырă тĕслĕхĕсемпе усă курма хавхалантарчĕ. Тĕрлĕ халăхăн сывлăх сунас йĕркипе те паллашрĕç вĕренекенсем, хăйсем те тренингсем ирттерсе вĕсем евĕр сывлăх сунса пăхрĕç.

Çак ырă йăла-йĕркене кашни кун тытса пыни ачасене çынсемпе яланах кăмăллă пулма пулăшĕ, урамра тĕл пулакан ял çыннисене те, тус-тантăшсене те, вĕрентекенсене те ăшшăн сывлăх сунни пурин кăмăлне те çĕклĕ.

Г.ЛЕОНИДОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика