Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Павлов - тĕнче чемпионĕ

29 ноября 2014 г.

А.Павлов - тĕнче чемпионĕ

Германире кире пуканĕ йăтакансен тĕнче чемпионачĕ тата ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта пирĕн ентеш Александр Павлов 22 çула çитичченхи çамрăксем хушшинче тĕнче чемпионĕ ята тивĕçнĕ.

Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ каччă мĕн çамрăкранах спортпа туслă. Уйрăмах кире пуканĕ йăтасси кăсăклантарнă ăна. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă вăл. Спортăн анлă çулĕ çине Александр Павлова пĕрремĕш тренерĕ, А.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче ĕçлекен Олег Федоров тренер илсе тухнă. Халĕ ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен спортсмен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптать. Тĕнче чемпионатĕнче Александр икĕ енлĕ ăмăртура кире пуканне 186 хут йăтнă. Тĕнче чемпионатне кайса килме хальхинче те Александр Павлова Леонид Григорьев уйрăм предприниматель укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Çавăн пекех чемпионатра пирĕн тепĕр ентеш, кире пуканĕ йăтакансен Чăваш Республикинчи федерацине ертсе пыракан Юрий Карпов та палăрнă. Тип Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕскер, 60 çула çитичченхи ветерансем хушшинче кĕмĕл медале çĕнсе илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика