Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк енре пăхаттирсем çитĕнеççĕ

22 ноября 2014 г.

Елчĕк енре пăхаттирсем çитĕнеççĕ

Чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри Спорт çуртĕнче районти "Елчĕк ен" хаçат призĕсемшĕн кире пуканĕ йăтакансен черетлĕ XV турнирĕ иртрĕ.

Елчĕк тăрăхĕнче спорт яланах аталаннă. Кам пĕлмест пулĕ кире пуканĕ йăтассипе палăрнă Аслă Елчĕкри А.Горшкова, Тип Тимешри А.Иванова, Ю.Карпова, Аслă Таяпари Г.Каринкина, О.Маленькие, Ю.Кужикова, Елчĕкри Ю.Миронова, Лаш Таяпари Ю.Попова... Вĕсем яланах хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кире пуканĕ йăтакансен Чăваш Енри федерацине пирĕн ентеш Ю.Карпов ертсе пырать. "Елчĕк ен" хаçат та кире пуканĕ йăтакансене хавхалантарма тăрăшать. Кăçал та Елчĕк ен пăхаттирĕсем унăн призĕсемшĕн черетлĕ турнира пухăнчĕç.

Ăмăртăва хутшăнакан çамрăк спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăмăртăва чи çамрăк атлетсем пуçларĕç. 2001 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасемпе хĕр ачасем 8 килограмлă кире пуканне вылянтарчĕç кăна. Хĕр ачасенчен Хăвăлçырмари М.Красновăна çитекенни пулмарĕ. Ăна Кĕçĕн Таяпари К.Тунгулова кăшт çеç хăваласа çитеймерĕ. Арçын ачасенчен, çамрăк пулсан та, чи вăйли пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕ Кивĕ Эйпеçри А.Носов пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Лаш Таяпари А.Князевпа Хăвăлçырмари Д.Трофимов.

Аслăрах çулсенчи атлетсем хушшинче те кĕрешỹ хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕ. Паллах, кашниех хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕ. Анчах, мĕн тăвăн, спортра вăйлисем кăна çĕнтереççĕ.

1998 çулта çуралнă çамрăксем йышлăн пулчĕç. 38 килограма çитичченхи виçере Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи П.Андреевăна çитекенни пулмарĕ. Вăл, 109 очко пухса, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Курнавăшри М.Фомина (99 очко), виççĕмĕшĕнче Кĕçĕн Таяпари Н.Изосимова (86 очко).

Виçесем ỹссе пынă май, кĕрешỹ те хĕрỹленсе пычĕ. Камсем-ха вĕсем çĕнтерỹçĕсем? Вĕсем пьедестал картлашки çине çапла вырнаçрĕç: 43 кг. 1. И.Чернов (Елчĕк). 2. А.Иванов (Хăвăлçырма). 3. К.Александров (Кивĕ Эйпеç). 45 кг. 1. М.Михайлова (Хăвăлçырма). 2. К.Бахомова (Кĕçĕн Таяпа). 3. О.Галкина (Хăвăлçырма). 48 кг. 1. В.Журавлев (Елчĕк). 2. В.Новиков (Кивĕ Эйпеç). 3. Н.Бахомов (Кĕçĕн Таяпа). 53 кг. 1. Д.Цветков (Курнавăш). 2. Д.Борисов (Кĕçĕн Таяпа). 3. А.Колбасов (Кĕçĕн Таяпа). 53 кг. 1. А.Семенова (Кĕçĕн Таяпа). 2. О.Петрова (Хăвăлçырма). 3. Л.Иванова (Лаш Таяпа). 58 кг. 1. Э.Матвеев (Кĕçĕн Таяпа). 2. Г.Демьянов (Кивĕ Эйпеç). 3. В.Демьянов (Тăрăм). 58 кг. 1. А.Краснова (Хăвăлçырма). 2. Н.Романова (Елчĕк). 3. Т.Титова (Кĕçĕн Таяпа). 63 кг. 1. А.Данилов (Елчĕк). 2. А.Макаров (Кĕçĕн Таяпа). 3. В.Кириллов (Лаш Таяпа). 63 кг. 1. К.Изратова (Кивĕ Эйпеç). 2. Н.Абдулкина (Лаш Таяпа). 3. Е.Веселина (Курнавăш). 63 кг ытларах. 1. М.Зайцева (Çĕнĕ Пăва). 2. А.Гаврилова (Елчĕк). 3. А.Журавлева (Кĕçĕн Таяпа). 68 кг. 1. И.Головин (Кĕçĕн Таяпа). 2. А.Кудряшов (Курнавăш). 3. Г. Агеев (Аслă Елчĕк). 73 кг. 1. А.Кириллов (Курнавăш). 2. А.Смирнов (Курнавăш). 3. Д.Миллин (Патреккел). 73 кг йывăртарах. 1. А.Кузнецов (Елчĕк). 2. В.Мясников (Курнавăш).

Ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ май, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Кивĕ Эйпеçсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем - Кĕçĕн Таяпасемпе Хăвăлçырмасем.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен командисенчен Курнавăшсем, Елчĕксем, Лаш Таяпасем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче, виçисенче çĕнтернĕ спортсменсене районти "Елчĕк ен" хаçата 2015 çулхи пĕрремĕш çур çул валли тỹлевсĕр çырăнса параççĕ. Вĕсене тата призерсене грамотăсем парса чысларĕç.

"Елчĕк ен" хаçатăн призĕсемшĕн кире пуканĕ йăтакансен XV турнирне ирттерме пулăшнă çынсене тав тăватпăр.

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕкре: турнир саманчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика