Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт форумĕнчен коллектив хавхаланса таврăнчĕ

18 октября 2014 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче пирĕн корреспондент "Чувашхлебопродукт" ОАО директорĕпе Алексей Ласточкинпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва хуравлама ыйтрĕ.

- Алексей Пантелеймонович, паянхи Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисенчен пĕри - "Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016, 2017 çулсенчи бюджетăн тĕп çул-йĕрĕ". Çак ыйту çинче чарăнса тăрсамăр.

- Бюджета йĕркелес тата пурнăçлас енĕпе ĕç пахалăхне ỹстерсех пырасси бюджет политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Маларах палăртса хунă тăрăх, Чăваш Республикин 2015 çулхи бюджечĕн тупăшсен пайĕ 33,4 миллиард (2014 çулхипе танлаштарсан 91,3 процент), 2016 çулта - 35,3 миллиард, 2017 çулта 36,9 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Республикăн хамăр патăмăрта пухнă тупăш виçи виçĕ çулта 6,3 процентран пуçласа 7,1 процент таран ỹсмелле. Чăваш Республикин бюджечĕн тăкаксен пайĕ 2015 çулта - 36,8 миллиард тенкĕпе, 2016 çулта - 37,7 миллиард тенкĕпе, 2017 çулта 39,5 миллард тенкĕпе танлашмалла.

Республикăра вĕренỹ тытăмне аталантарассипе уйрăмах çивĕч ĕçленине асăнмалла. Çапла пулмалла та. Тĕрлĕ енлĕ тарăн пĕлỹ илсе çитĕнекен ачасем - республика, çĕр-шыв малашлăхĕ. Ахальтен мар республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕн пĕрре виççĕмĕш пайне çак тытăма аталантарма куçараççĕ.

- Юлашки çулсенче халăха канăçсăрлантаракан çивĕч ыйту - çул-йĕр çинче аварисен хисепĕ ỹссех пыни, вĕсенче уйрăмах вăй питти çамрăксем пурнăçран уйрăлни...

- Асăннă ыйту, чăн та, кашнинех тарăн шухăшлаттарать. Республикипе илес пулсан, кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Ен территорийĕнче 1409 (иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 1447) ДТП регистрациленĕ. Вĕсенче 182 (170) çын пурнăçран уйрăлнă, 1672-шĕ (1861) аманнă.

Аварисен шучĕ 10 районта ỹснĕ. Шел пулин те, Елчĕк районĕ ку енĕпе пĕрремĕш картлашкара тăрать - аварисен шучĕ 90,9 процент таран ỹснĕ. Кăçал 3 кварталта районта 21 авари (пĕлтĕр 11) регистрациленĕ, вĕсенче çын вилмен (иртнĕ çул 2 çын вилнĕ), 26 (14) çын аманнă.

Аварисен шучĕ ỹснине эпĕ чи малтанах водительсен çул çỹрес культура çуккипе сăлтавласшăн. Çул çỹревре час-часах пулма май килнĕрен водительсем вĕçкĕн те пуçтах пулнине, хăвăртлăха палăртнă виçерен самай ỹстернине, правилăсене пур утăмрах пăснине асăрхатăп. Кашни авари çемьене пысăк инкек илсе кĕрет, ĕмĕрлĕхе хурланмалли сăлтав пулса тăрать. Кăçал хам çуралнă ялти пĕр çемьерен харăсах 3 пĕр тăван аварие лексе вилчĕç. Çав тери хăрушă пулăм ку.

- Чăваш Енре пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ "Раççей спорт çĕр-шывĕ" форум пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Çакăн евĕр пĕлтерĕшлĕ мероприятие шăпах пирĕн республикăра ирттерни, унта Раççей Президенчĕ хутшăнни пирĕн республикăшăн пысăк чыс та хисеп. Форума эпĕ ертсе пыракан коллектив та хастар хутшăнчĕ, унтан çĕкленỹллĕ тата хавхалануллă кăмăл-туйăмпа таврăнчĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас енĕпе республикăра тĕрлĕ ĕç пурнăçланать. 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарас тĕллевпе спортăн 50 объектне реконструкцилеме тата çĕнĕрен хăпартса лартма май килнĕ. Чăваш Енĕн мĕн пур хулипе районĕнче ФОКсем хута кайни те ырă пулăм. Пуçласа юлашки 20 çул хушшинче ача çураласлăх пурнăçран уйрăлакансенчен пысăкрах пулни савăнтарать. Демографи лару-тăрăвĕ кăтартуллă пулни пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Владимир Путин хăйĕн сăмахĕсенче республикăри демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине сывлăха сыхлас тытăма çирĕплетнипе тата сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынипе, социаллă политика ырă енне улшăннипе сăлтавларĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăна ăнăçлă ертсе пынин, физкультурăпа спорта атлантарнин, ку енĕпе хăй те ырă тĕслĕхпе палăрнин витĕмĕ пысăк пулнине палăртрĕ Президент.

Е.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика