Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Форума пĕтĕмлетнĕ

15 октября 2014 г.

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн федераци органĕсен тата хула округĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлура Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" V спорт форумне пĕтĕмлетнĕ. Ун вăхăтĕнче Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ĕçлĕ визитпа килнĕ.

Форум мероприятийĕсене тĕнчери 20 çĕр-шывăн, Раççей Федерацийĕн 81 субъекчĕн çыннисем килнĕ. Мероприятие хутшăннă аккредитациленĕ çынсем 2767-н пулнă. Вĕсен йышĕнче - Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи И.Левитин, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ А.Дворкович, Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн членĕсем А.Жуков, А.Попов, В.Смирнов, Ш.Тарпищев, Пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн (FIDE) президенчĕ К.Илюмжинов, Европăри стрелоксен конференцийĕн президенчĕ В.Лисин, Пĕтĕм тĕнчери фехтовани федерацийĕн президенчĕ А.Усманов, Раççейри студентсен спорт пĕрлĕхĕн президенчĕ О.Матыцин, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ В.Балахничев, Пĕтĕм Раççейри художество гимнастикин федерацийĕн президенчĕ И.Винер-Усманова, паллă спортсменсем (Олимп чемпионĕсем 50 яхăн), пурте пĕлекен политика деятелĕсем тата ыттисем.

Премьер-министр Чăваш Ен Пуçлăхĕн ячĕпе форума йĕркеленисене, хутшăннисене, ырă кăмăлтан пулăшнисене хастар ĕçленĕшĕн, ăнăçлă çыхăну тытнăшăн тав тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика