Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пленарлă лару иртнĕ

15 октября 2014 г.

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне пĕтĕмлетессипе йĕркеленĕ пленарлă ларăва хутшăннă.

Виталий Мутко асăннă мероприятие Чăваш Енре пысăк шайра йĕркелесе ирттернине палăртнă, çакăншăн Чăваш Ен Пуçлăхне тата спорт тытăмĕнче тăрăшакансене пурне те пысăк тав сăмахĕ каланă.

Ларура Михаил Игнатьев та сăмах илнĕ, вăл республикăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри массăллă спорта аталантарасси тата спорт резервне хатĕрлесси пулнине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников Раççей спорт министрĕнчен "2013 çулта Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери XXVII Çуллахи универсиада" асăну медальне, волейбол федерацийĕн вице-президенчĕ Юрий Кислов кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ.

Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче физкультурăпа спорта аталантарассине тивĕçлипе йĕркелес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕшĕн РФ Спорт министерствин Кубокне тата Хисеп грамотине панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика